Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнче çӗнӗ чăваш çырулăхӗ йӗркеленнӗренпе 155 çул çитнине паллă турӗç
Ку уява «Сувар» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсем те çитсе курчӗç, район пуçлăхӗ Егор Тарнавский, Культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Олег Кузнецов хутшăнчӗç. Фойеренех пуçланчӗ уяв: чăваш апачӗн куравӗ те, наци тумӗ-юмӗ те пур. Купăссене ретӗн-ретӗн лартса тухни тата? Вуншар купăс хушшинче пӗр пеккине тупаймăн. Кашнин ячӗ пур-тăр, историйӗ... Пӗлсе те пӗтереймӗн, çырса кăтартаймăн.
Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешӗсене те хастар пулăшаççӗ чăвашшупашкарсем. Вӗсен тăрăшăвне, тӗревне ятарлă курав кӗтесӗнче пăхса хаклама пулать. Сеткăсем те пур кур кунта, СВОра кирлӗ ытти япалана та курава тăратнă. Халӗ ентешӗсене вăрăмăшӗ 12 метр, сарлакăшӗ 2 метрлă сеткăсем çыхнине каласа пачӗç куллен Культура çуртне çак пархатарлă ӗçе тума пухăнакансем, вăхăтăн-вăхăтăн вӗсен шучӗ 30 çынна та çитет. «Кун пек пысăкскерне çыхма нумай вăхăт кирлӗ пулӗ», – тесе интересленсен пӗр-икӗ кунра пуçласа вӗçлени çинчен пӗлтерсе тӗлӗнтерчӗç.
Ял ăстисем
Чăваш апачӗсен сӗтелӗ тулăхчӗ. Кашни çимӗçӗн ятне çеç мар, ăна хатӗрлеме мӗнпе усă курнине те çырнă.
Чăваш наци историне кӗрсе юлнă тумсене пăхма уйрăмах кăсăк. Пӗр наци пулсан та кашни ялăн-çемьен хăйӗн эрешӗсем-çке. Çавăнпа Чăваш Шупашкарӗсен сурпанӗсене кăсăклансах пăхрăмăр. Мӗн тесен те XIX ӗмӗртен çамрăк мар ӗнтӗ вӗсем. Апла пулин те тӗслӗ-тӗслӗ çипсемпе мӗн тери чечен, пӗр-пӗринчен уйрăлса тăракан сурпансем кӳрсе килнӗ ачашшăн упраса усракан еткерçӗсем. Сурпансен хушшинче чăваш арăмӗшӗн хăçан та хаклă шутланнă хушпу та пур. Ырă ӗçӗсемпе «Сувар» хаçат страницисенче час-часах тӗл пулакан Людмила Ивановна Ильдулован кукамăшӗн – 1899 çулта çуралнă Екатерина Ивановна Хрисанован – хушпăвӗ иккен. Ăна хушпу амăшӗнчен куçнă, XIX ӗмӗр варринче тунăскер тесе шутлать Людмила Ивановна. Вăл ку йăлана малалла тăсасшăн. Ӳлӗм ачисем çитӗнсе çитсен хăйӗн кӗçӗн хӗрӗсене пехиллесе парасшăн еткере.
Фойерех аслă çултисен «Савăнăç» ушкăнӗ капăрлăхсем хатӗрлет. Вӗсемпе Любовь Анатольевна Молякова библиотекарь ӗçлет. Кашни юнкун пухăнаççӗ вӗсем. Çулталăк каялла пуçланă çак ӗçе, малашне ку проекта анлăлатасшăн. Пуçа тăхăнмаллисем те тума пуçласшăн. Вырăнти артистсен, ăнланмалла ӗнтӗ, сцена çине капăрлăхпа тухмалла. Хăйсем валли ятарласа хатӗрленинчен илемлӗреххи ăçта пултăр? Кунта пӗрремӗш хут алла шăрçа тытакансене те курма пулчӗ. Любовь Анатольевна пурне те хавас – çӗнӗ ӗçе хăнăхас кăмăл çеç пултăр.
Фойе пит пысăк та мар пек, анчах ялта мӗн ӗçлесе пурăннине, халь мӗн туса вăхăта усăллăн ирттерессине анлăн кăтартса пачӗç. Пӗтӗмӗшле илсен Сергей Моляков ертсе пыракан «Савăнăç» фольклор ушкăнӗ турӗ çак пархатарлă ӗçе. «Савăнăç» аслă çултисене пӗрлештерсе тăрать – чи çамрăкки, фойере çăм арласа ларакан Соня Ильина 66 çулта, чи асли, çăм чавса ларакан Надежда Сибгатова 75 çулта. Арçынсем те пур 10 çынран тăракан «Савăнăçăн». Чăваш чӗлхи кунӗнче витре-тирӗке ротангпа çыхса илемлетекен Григорий Зайцев ӗçӗпе кăсăкланакансем чылайăн пулчӗç. Вăл та «Савăнăçа» çӳрет иккен, параппан каласа ушкăн юррисене илем кӳрет.
Кӳршӗсем те çитнӗ
Уяв фойерен концерт залне куçрӗ. Иван Яковлев 1871 çулта чăваш алфавитне йӗркелени çинчен ӳкернӗ фильмпа пуçланчӗ вăл. Çак пысăк уявпа район пуçлăхӗ Егор Тарнавский саламларӗ чăвашсене халăх культурине аталанма пулăшакансене тав турӗ. Чăвашсемпе ӗçлеме кăмăлланине пӗлтерчӗ. Çак уява чӗнсе пӗрле савăнма май панăшăн тав турӗ. Тăван чӗлхене упраса малалла аталантарнине ырларӗ. Чăвашшупашкарсене обществăлла ӗçсенче хастар пулнăшăн мухтарӗ. Егор Александрович наградăсем парса чысларӗ. Çӗнӗ Шуçăм район пуçлăхӗн Тав хутне «Сувар» хаçат коллективӗ районпа килӗштерсе ӗçленӗшӗн, наци культурине аталантарнă ӗçре хастарришӗн тивӗçрӗ. Хаçатăн тӗп редакторне Ирина Трифоновăна Тав хутне пачӗ. ТР ЧНКА Канашне Чăваш Шупашкарӗнчи ентешсене тӗрев панăшăн, районпа наци культурине çӗклессипе ӗçлӗ хутшăнусене аталантарнăшăн Тав хучӗ парса чысларӗ. ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев илчӗ ăна.
Хусантан килнӗ хăнасем уявпа саламласа сăмах каларӗç. Ирина Федоровна Иван Яковлевăн чăваш наци аталанăвӗнчи тӳпи пысăк пулнине палăртрӗ. Паянхи чăвашсен унăн умӗнчи тивӗçӗ ачисемпе чăвашла калаçасси пулни çине пусăм турӗ. Чăваш чӗлхине пулас ăрусем валли упрасси пирӗн тӗллев пулмалли çинчен каларӗ. Пӗлтӗр «Сувар» хаçат ТР Раисӗ ҫумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинче пурӑнакан халӑхсен тӑван чӗлхисене сыхласа хӑварас, аталантарас ыйтусемпе ӗçлекен комисси пулăшнипе кăларнă «Ангел малта, эпир ун хыççăн» (авторӗ Ирина Кузьмина) кӗнекене ялти библиотекăна тата Культура çуртне парнелерӗ.
Константин Малышев Чăваш чӗлхи кунӗпе саламласа чăвашшупашкарсен хастарлăхне палăртрӗ. Çулсерен иртекен «Выля, хуткупăс» конкурса кашнинчех çӳллӗ шайра йӗркеленӗшӗн мухтарӗ.
Сцена çине Чăваш Шупашкар ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Марина Дмитриевна Гурьянова тухса çак кунхи уявпа саламларӗ. ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин Тав хучӗсене диктанта тӗрӗслеме пулăшнăшăн М.В.Петрована, В.Ф.Удирякована, И.В.Алексеевана пачӗ. «Пӗтӗм Чăваш диктанчӗ» акцие хутшăнса лайăх паллă илнисене ырларӗ, сертификат парса чысларӗ: С.В.Ильинана, В.З.Молякована, Т.М.Зайцевана, Л.И.Ильдулована.
Çакăн хыççăн пысăк концерт пуçланчӗ. Культура çурчӗ çумӗнчи «Родничок» (ертӳçи Л.Ильдулова), «Илем» (ертӳçи В.Охотников), «Çӗнӗ Шуçăм», «Савăнăç» ансамбльсем (ертӳçи С.Моляков) чăваш юррисене шăрантарчӗç, сăвăсем каласа куракана савăнтарчӗç.
Чăваш Шупашкарӗ кӳршӗсенчи ентешӗсемпе тату пурăнать. Пӗр-пӗрин патне концертпа çӳресси кунта ырă йăла пулса тăрать. Çак кун кунта Чистайран «Шăпчăк» фольклор ушкăнӗ, Анат Кăтратаран «Илем» юрăпа ташă халăх ансамблӗ, Пăлхартан «Çеçпӗл» фольклор ансамблӗ, Çарăмсан районӗнчи Йăвашкелтен «Мерчен», Акрелӗнчен «Хавас» вокал ансамблӗсем килсе çитнӗ. Пӗр ялăн уявӗ зонăсен шайӗнчи пысăк мероприяти пулса тăчӗ. Пире пурне те çак кун чăваш чӗлхи, Иван Яковлев пӗрлештерчӗ.
Уяв «Пирӗн пӗрле пулмалла» юрра пурте пӗрле юрланипе вӗçленчӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев