News by date 10 December 2024
-
2023 çулта Тутарстанра 1,6 пин çын ӳпке ракӗпе чирленӗ
Юлашки вăхăтра вейп туртакансем çамрăксен хушшинче нумайланни, вӗсем сывлăхшăн сиенлӗ пулни, ачасене тӗрӗс мар утăм тăвасран упраса хăвармалли çинчен «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире журналистсене Республикăри клиника наркодиспансерӗн тӗп тухтăрӗн çумӗ Степан Криницкий, Республикăри клиника онкодиспансерӗн 1№ торакальлӗ уйрăмӗн врач-онкологӗ Булат Зиганшин, Республикăри клиника наркодиспансерӗн психологӗ Надежда Ахмадуллина каласа пачӗç.
-
Пукане театрӗн йӗркелӳçи Валентина Бисякова пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ
Редакцие вăл час-час килсе çӳретчӗ. Ăна нихăçан та кичем сăнпа, хуçăлнă кăмăл-туйăмпа курман. Янравлă та уçă саслăскерччӗ, кулли шăнкрав чăнкăртатнă евӗррӗн илтӗнетчӗ. Сăн-пичӗ çинче ялан кулă çиçетчӗ. Такама та вăл хăйӗн оптимизмӗпе, ыррине, лайăххине кăна шаннипе хавхалантарма пултаратчӗ. Пуç усаканнисенчен марччӗ вăл...
-
Фарид Мухаметшин: «Йӗркене пăснине, тӗрӗсмарлăхпа куçа-куçăн тӗл пулнине асăрхасан кун пирки пӗлтермеллех. Коррупци вăл социаллă усаллăх»
Ӗнер, Декабрӗн 9-мӗшӗнче Хусанта Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра коррупципе кӗрешессипе республика форумӗ иртрӗ. Шăп çак кун Коррупцие хирӗç кӗрешессин халăхсен хушшинчи кунӗ шутланать. Мероприятие патшалăх, муниципаллă власть органӗсен, тӗн конфессийӗсен представителӗсем, министерствосемпе ведомствосен, обществăлла организацисен ертӳçисем хутшăнчӗç. Тӗп доклад тăвакансен шутӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР цифровизаци министрӗн çумӗ Булат Габдрахманов, ТР Раисӗн коррупцие хирӗçле политикин ыйтăвӗсемпе управлени пуçлăхӗн çумӗ Рустам Гаязов пулчӗç. Кашни хăй ведомстви шаӗнче тăвăнакан ӗçсемпе тӗплӗн паллаштарчӗç.
-
Хаçат халăх ыйтнипе кун çути курнă
«Сувар» хаçат Тутарстан чăвашӗсем хăйсем ыйтнипе пичетленме пуçланă. Апла пулсан вăл кирлӗ – пире пӗрлӗхре пурăнма, тăван культурăпа чӗлхемӗре упраса хăварма, кулленхи ыйтусене татса пама, ытти халăхсен хушшинче чăваш сассине палăртма.
-
Декабрӗн 19-мӗшӗнче Владимир Путинпа тӳрӗ лини пулать
Кăçал Раççей Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ линипе çулсерен иртекен пысăк пресс-конференцие декабрӗн 19-мӗшӗнче 12 сехетре пуçланни çинчен РФ Президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ. Мероприятие туслă мар çӗршывсенчен килнӗ журналистсем хутшăнасси те паллă.