Хаçат халăх ыйтнипе кун çути курнă
«Сувар» хаçат Тутарстан чăвашӗсем хăйсем ыйтнипе пичетленме пуçланă. Апла пулсан вăл кирлӗ – пире пӗрлӗхре пурăнма, тăван культурăпа чӗлхемӗре упраса хăварма, кулленхи ыйтусене татса пама, ытти халăхсен хушшинче чăваш сассине палăртма.
Çакна ăнланакансем акă ӗнтӗ 31 çул пирӗнпе пӗрле. Редакци ӗçченӗсем вара ырми-канми хаçат, апла пулсан чăваш халăхӗн пуласлăхӗшӗн тăрăшаççӗ.
Кашни чăваш çемйинче, вӗрентӳ, культура учрежденийӗсенче хаçат пулмалла. Халӗ шăпах 2025 çулăн пӗрремӗш çур çулне çырăнтару кампанийӗ пырать. Юлашки çулсенче республикăри чăваш шкулӗсемпе ача сачӗсене, культура учрежденийӗсене республика шутӗнчен çырăнса паратчӗç. Кăçал ун пек май пулмасть. Çавăнпа вӗрентӳпе культура учрежденийӗсен администраци пуçлăхӗсене хаçата çырăнма ыйтатпăр. Декабрӗн 12-мӗшӗччен йӳнерех хакпа çырăнма май пур, çавăнпа васкăр, туссем. Хаçатсăр ан юлăр!
Августа Васильевна Уляндина «Сувар» хаçата çырăнчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев