News by tag - Подписка на газету
-
«Сувар» хаçат кашни чăваш çемйинчех пултăрччӗ!
«Сувара» 2026 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли вăхăтра çырăнса ӗлкӗрмелле. Хаçата кашни çыхăну уйрăмӗнчех çырăнтараççӗ
-
Нурлатри Уявра «Сувар» çырăнтаратпăр!
«Сувара» хуть хăш уйăхран илсе тăма та çырăнма май пур
-
Акци: «Сувар» çырăн та музыка колонки выляса ил!
Хаклă вулаканăмăрсем! Аса илтеретпӗр – 2025 çулăн 2-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас тапхăр вӗçленесси нумай юлмарӗ. «Сувар» хаçата эсир çырăннă-и? Çырăнман пулсан васкăр – Хусанта чăвашла пичетленекен кăларăма кашни çыхăну уйрăмӗнчех çырăнма пулать. Çавăн пекех podpiska.pochta.ru сайт урлă та.
-
Парнесем хуçисене тупрӗç
«Сувар» хаçата 2025 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли çырăннисен хушшинче ирттернӗ «Сувар» çырăн та аэрогриль выляса ил!» акцие редакци ӗçченӗсем апрелӗн 28-мӗшӗнче тӳрӗ эфирта пӗтӗмлетрӗç (ăна хаçатăн «ВКонтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче пăхма пулать). Хальхинче редакци парнисене камсем тивӗçрӗç-ха? Паллаштаратпăр.
-
«Суварпа» туслă пулар – çырăнса илсе вулар!
Хаклă вулаканăмăрсем! 2025 çулăн 2-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани малалла пырать.
-
«Сувар» – чи юратнă хаçат
Нумайăшӗ паян, интернет саманинче, хаçат-журнал, кӗнеке вуламаççӗ тени йăнăш пулӗччӗ. Аслă ӳсӗмрисем те, вăтам çултисем те юратса вулаççӗ, кашни çырăнтару тапхăрӗнче çыхăну уйрăмне кайса е почтальон урлă тӗрлӗ пичет кăларăмӗсене кăмăлласах çырăнаççӗ. Çав шутра «Сувар» хаçата куллен çырăнса илекенсем те йышлă. Эрнекунсерен килекен хаçатран типографи сăррин шăрши кӗни те мӗне тăрать. Алла тытсан ярас та килмест. Çӗнӗ Упири Культура çуртне маскировка сетки çыхма çӳрекенсенчен хаçат пирки шухăшӗсене ыйтса пӗлтӗм.
-
Вулар пурте пӗрле «Сувар»!
Хаклă вулаканăмăрсем! 2025 çулăн 1-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани çак кунсенче вӗçленет. Çавăнпа та кам çитес çул валли «Сувара» çырăнса ӗлкӗреймен – васкăр!
-
Ачасемпе пӗрле вулатпăр
Ырă кун пултăр хаçат ӗçченӗсене, вулакансене! «Сувар» хаçата яланах, кашни çулах çырăнатпăр. Савăнатпăр хамăр хаçатпа. Паян та Упи шкулӗнче 3-мӗш класра вӗренекен ачасемпе юратсах вуларăмăр черетлӗ номере. Çирӗп сывлăх тата пысăк çитӗнӳсем сунатпăр сире.
-
Хаçат халăх ыйтнипе кун çути курнă
«Сувар» хаçат Тутарстан чăвашӗсем хăйсем ыйтнипе пичетленме пуçланă. Апла пулсан вăл кирлӗ – пире пӗрлӗхре пурăнма, тăван культурăпа чӗлхемӗре упраса хăварма, кулленхи ыйтусене татса пама, ытти халăхсен хушшинче чăваш сассине палăртма.