«Суварпа» туслă пулар – çырăнса илсе вулар!
Хаклă вулаканăмăрсем! 2025 çулăн 2-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани малалла пырать.
«Сувара» çыхăну уйрăмне кайса та, онлайн та çырăнма пулать. Июльтен пуçласа декабрь вӗçӗччен юратнă хаçата вуласа республикăри çӗнӗлӗхсем, чăваш тӗнчинчи пулăмсем пирки чи малтан пӗлес тесен Хусанта тухса тăракан чăваш хаçатне çырăнма васкăр, хисеплӗ тусăмăрсем.
«Сувара» вулакансем Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнаççӗ. Тӗслӗхрен, Раççей каталогне кӗнӗ хаçата çырăнса илсе вулакансем Чăваш Енпе Марий Элта та, Пушкăртстанра та, Ульяновск, Самара, Пенза, Челябинск облаçӗсенче те, Санкт-Петербург хулинче те пур. Кăшт каярах юлса та пулин хаçат таçта та çитет. Тавах «Суварăн» шанчăклă тусӗсене!
В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев