Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Парнесем хуçисене тупрӗç

«Сувар» хаçата 2025 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли çырăннисен хушшинче ирттернӗ «Сувар» çырăн та аэрогриль выляса ил!» акцие редакци ӗçченӗсем апрелӗн 28-мӗшӗнче тӳрӗ эфирта пӗтӗмлетрӗç (ăна хаçатăн «ВКонтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче пăхма пулать). Хальхинче редакци парнисене камсем тивӗçрӗç-ха? Паллаштаратпăр.

Кӗнекесем

Любовь Чернова (Чăваш Ен, Куславкка округӗ, Кунер) – Марина Карягинан «Урăх» ăру кӗнеки;

Александр Филимонов (Çарăмсан районӗ, Вăтăр Юман Киремет) – Нелли Петровскаян «Ылхан» кӗнеки;

Мария Хураськина (Теччӗ районӗ, Шанчă) – тӗрлӗ авторсен «Виççе пайланнă ӗмӗр» кӗнеки;

Н.Ермолаева (Чистай районӗ, Ишельел) – Елена Алексеева-Аксупин «Каснă чӗлӗ» кӗнеки;

Валерий Тимофеев (Самара облаçӗ, Сергиевски районӗ, Серноводск) – Иван Яковлевăн «Аслă çул çине» кӗнеки;

Унеслу Сатыбалова (Элмет районӗ, Патраклă) – Елена Алексеева-Аксупин «Пехил» кӗнеки;

Николай Харитонов (Аксу районӗ, Сергеевский) – Николай Сорокинăн «Вечная Волга» кӗнеки;

Олег Зайцев (Самара облаçӗ, Елховка районӗ, Елховка) – Николай Сорокинăн «Вечная Волга» кӗнеки.

Ытти парнесем

Лидия Квакова (Çарăмсан районӗ, Акрель) – чăваш концертне 2 билет;

Майя Назарова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел) – миксер;

Алексей Артемьев (Çарăмсан районӗ, Акрель) – электроплита.

Тӗп парне – аэрогриль

Зиновий Морозкин (Теччӗ районӗ, Чăваш Чакăлтăм).

Çӗнтерӳçӗсене пурне те чӗререн саламлатпăр! Хаçатăмăрпа туслă пулнăшăн тав тăватпăр. Малашне те çак туслăх çирӗпленсе çеç пырасса шансах тăратпăр. Парнесене редакцие килсе илмелле.

Редакци.

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество Подписка на газету