Ачасемпе пӗрле вулатпăр
Ырă кун пултăр хаçат ӗçченӗсене, вулакансене! «Сувар» хаçата яланах, кашни çулах çырăнатпăр. Савăнатпăр хамăр хаçатпа. Паян та Упи шкулӗнче 3-мӗш класра вӗренекен ачасемпе юратсах вуларăмăр черетлӗ номере. Çирӗп сывлăх тата пысăк çитӗнӳсем сунатпăр сире.
Эпир – чăвашсем. Паянхи кун мӗн пур пирӗн, пурне те сыхласа хăвармалла: тӗрӗсене, юрăсене, юмахсене, йăла-йӗркесене тата хамăрăн чăваш чӗлхине. Ман шутпа, чăваш чӗлхи пек илемлӗ, çепӗç, пуян чӗлхе çук та пулӗ тетӗп çӗр çинче. Пирӗн çемьере яланах чăвашла калаçнă, калаçаççӗ те. «Мӗнле-ха атте-анне, асатте-асанне парнеленӗ чӗлхене юратмăн тата хăвăн ачусене калаçма вӗрентмӗн?» – тесе шутласа çӳретӗп эпӗ яланах.
Кăçалхи Çемье çулталăкӗ те питӗ лайăх иртсе пырать. Питӗ пысăк тав сăмахӗсем калас килет хамăрăн Раççейӗн Президентне В.В.Путина. Кăçал Çемье çулталăкне халалласа мӗнле кăна конкурссем, фестивальсем йӗркелемерӗç-ши... Ачасемпе чăвашла юрăсем, сăвăсем, юмахсем вуларăмăр, пăхмасăр калама вӗрентӗмӗр, чăваш тӗррисене те ӳкертӗмӗр.
Акатуйпа Уяв мӗнле илемлӗ те савăнăçлă иртеççӗ чăваш халăхӗшӗн яланах. Кам унта кайса курман, «Сувар» хаçатра вуласа пӗлеççӗ.
Упи шкулӗнче 3-мӗш класра вӗренекен ачасем те «Сувара» юратса вулаççӗ. «Манăн çемье» ӳкерчӗксен конкурсне те хутшăнса çӗнтерӳçӗсем пулчӗç. Онлайн-конкурссене те савăнсах хутшăнчӗç эп вӗрентекен ачасем.
Манăн акă мӗн калас килет çамрăк çемьесене: хисеплӗр, сума сăвăр, калаçăр, ачасене те чăвашла калаçма вӗрентӗр. Эпир те хамăр ачасене тăван чӗлхене парнелемесен, кам вӗрентӗ вӗсене? Эпир, чăвашсем, чăвашах пулар, ӗмӗр-ӗмӗр пӗрле килӗштерсе пурăнар.
Çывхарса килекен Çӗнӗ çул ячӗпе «Сувар» редакцийӗнче ӗçлекенсене пурне те чун-чӗререн саламлатăп, çирӗп сывлăх сунатăп! Чăваш халăхне ертсе пыракансем эсир!!!
«Сувара» пирӗн çемье пӗр çул та çырăнмасăр юлман. Маншăн унран хаклăрах урăх хаçат та çук пулӗ тетӗп. «Сувара» вуласа чăвашсем мӗнле пурăннине веçех пӗлетпӗр. Тепӗр чух тăвана та тупатпăр хаçат урлă. Республикăри, республика тулашӗнчи чăвашсен пухăвӗсенче мӗн çинчен калаçнине те пӗтӗмпех пӗлсе тăратпăр. Чăвашсем килӗштерсе пурăннишӗн питӗ савăнатпăр. «Сувар» хаçата малашне те ăнăçлă ӗçлесе пыма ăнăçу сунатпăр!
Людмила СЕРДЦЕВА,
Упи шкулӗн вӗрентекенӗ.
Çӗпрел районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев