Пукане театрӗн йӗркелӳçи Валентина Бисякова пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ
Редакцие вăл час-час килсе çӳретчӗ. Ăна нихăçан та кичем сăнпа, хуçăлнă кăмăл-туйăмпа курман. Янравлă та уçă саслăскерччӗ, кулли шăнкрав чăнкăртатнă евӗррӗн илтӗнетчӗ. Сăн-пичӗ çинче ялан кулă çиçетчӗ. Такама та вăл хăйӗн оптимизмӗпе, ыррине, лайăххине кăна шаннипе хавхалантарма пултаратчӗ. Пуç усаканнисенчен марччӗ вăл...
Сăмахăм Валентина Сильвестровна Бисякова çинчен. Иртнӗ эрнере тăван хӗрӗ Татьяна пире амăшӗ пурнăçран уйрăлса кайнине пӗлтерчӗ. Тăрук, кӗтмен çӗртен... Паллах, ку йышши хыпар кӗтменнисен шутӗнче. Шанас килмерӗ. Çулӗсемпе те пит ватă марччӗ вӗт-ха Валентина Сильвестровна. Вăл 1950 çулхи январӗн 10-мӗшӗнче Йӗпреç районӗнчи Пысăк Упакассинче çуралнă.
Ачаран ăна сцена искусстви илӗртнӗ. Паллах, шкулти пӗр мероприяти те унсăрăн иртмен. Тăван ялӗнчи шкула пӗтерсен Шупашкарти Чăваш патшалăх çамрăк куракансен театрӗ çумӗнчи театр студийӗнчен вӗренсе тухнă. Хусана куçса килсен пӗлӗвне малалла тăснă, хулари 20№ училищӗн культурологи уйрăмӗнче вӗренсе культорганизатор специальноçне илнӗ.
Хăйӗн профессийӗпе ӗçлесе пысăк çитӗнӳсем тунă Валентина Бисякова. Актриса, режиссер, педагог, пултаруллă куçаруçă, обществăлла ӗçчен. Пьесăсем куçарнисӗр пуçне вӗсене хăй те çырнă.
Çыравçă таланчӗ паллах асăрханмасăр юлман, Валентина Сильвестровнăна ЧР Писательсен союзне илнӗ, Писательсен халăхсен хушшинчи пӗрлӗхӗн пайташӗ те пулнă вăл.
Хăйӗн çитӗнӗвӗсемпе мухтанса курнăçланмастчӗ вăл. Чун-чӗрипе Хусанта чăваш культури аталанăвӗшӗн тăрăшса ӗçлетчӗ, ыттисене те хавхалантаратчӗ.
Каласа хăварас пулать, Валентина Сильвестровна Чăваш Республикин Пукане театрӗнче ертӳçӗ актриса-кукловод пулнă.
1971 çултанпа вăл Хусанта пурăннă. Çакăнта çемье çавăрнă. Талантлă театр ӗçченне хаваспах Химиксен Культура çуртӗнчи искусствăсен уйрăмне режиссера чӗнсе илеççӗ. Çав вăхăтрах А.П.Гайдар ячӗллӗ клуб ӗçне ертсе пыма та вăхăт çитернӗ. «Сувар» хаçат редакцийӗ çумӗнче те творчествăлла ушкăн чăмăртанă вăл. Чăвашла радиокăларăм директорӗнче те вăй хунă.
Хусанти Авиастроительнăй районти Хушма вӗрентӳ центрӗнче «Теремок» пукане театрне йӗркелесе ăна 30 çул ертсе пычӗ Валентина Бисякова. 2006 çултанпа театр Юхма Мишши ячӗпе хисепленсе тăратчӗ. Паллă çыравçăпа питӗ туслăччӗ вăл. Пуканисене те хăйех ăсталатчӗ, ку ӗçе театр студине çӳрекен ачасем те хаваспах хутшăнатчӗç. Ун театрӗнче пулса курма тӳр килнишӗн савăнатăп. Валентина Бисякова папье-маше технологийӗпе ăсталанă çын çӳллӗш пуканисене кăтартрӗ, мӗнле, мӗнрен ăсталанине хавхаланса каласа пачӗ. Тӗлӗнмелле те Валентина Сильвестровна аллинче çак пуканесем туххăмрах чӗрӗлсе тăратчӗç, хуçин сассипе калаçсан та çапах хăйсен шухăш-туйăмне пӗлтернӗн туйăнатчӗ. Ку вăл пысăк талант.
Валентина Сильвестровна пултаруллă педагог таччӗ. Ун студийӗнче пурте чăваш ачи марччӗ. Вăл вырăса та, тутара та, ытти халăх ачине те чăвашла калаçтарса спектакльсем лартатчӗ. Вырăс, чăваш, тутар тата ют çӗршывсен çыравçисен хайлавӗсем тăрăх 70 пукане спектакльне сцена çине кăларчӗ. Юратнă ӗç ăна вăй-хал парса тăни сисӗнетчӗ. Валентина Бисякова хăйӗн театрӗпе хула, Республика, регионсен тата Раççей шайӗнчи тӗрлӗ фестиваль-конкурссене хутшăнатчӗ. Пӗрре мар çӗнтерӳçӗ, лауреат ятне çӗнче илнӗ. Литературăра тунă çитӗнӗвӗсемшӗн вара А.Талвир ячӗллӗ премие илме тивӗçрӗ.
Тивӗçлӗ канăва тухсан Валентина Сильвестровна ытларах вăхăта çемйипе ирттерме тăрăшрӗ. Хӗрӗ каласа панă тăрăх, юлашки çулсенче унта-кунта пит тухса çӳреме тăрăшман, уйрăмах коронавирус вăхăтӗнче. Сахăр диабечӗпе чирлекенскершӗн пур вирус та инкеклӗ. Шел те, упраса çитереймерӗ хăйне. Декабрӗн 6-мӗшӗнче пирӗн хаклă тусăмăрăн, Валентина Бисякован чӗри ӗмӗрлӗхех тапма чарăнчӗ. Ăна юлашки çула ăсатма çывăх тăванӗсемпе, çемйипе пӗрле ТР Чăваш наципе культура Ӗçтăвком пайташӗсем, «Сувар» хаçат журналисчӗсем, Хусанта пурăнакан чăвашсем пычӗç.
Лăпкă çывăр, хаклă тусăмăр, санăн çутă сăнару ялан пирӗн чӗресенче упранӗ...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев