News by date 11 February 2025
-
Тыл ӗçченӗпе тӗл пулни ачасемшӗн кăсăклă та пӗлтерӗшлӗ пулнă
Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнăри вăтам шкулта вӗренекенсене Вера Александровна Ишметьева вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтсем çинчен каласа панă.
-
Экологипе çыхăннă 300 ытла обращени килнӗ
2025 çул пуçланнăранпа ведомствăна 309 ыйту килнине, вӗсенчен 144-шне вырăнтах татса панине ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
-
Хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе усă курманшăн 7 пин çынна штрафланă
Республикăра январӗн 21-мӗшӗнчен Патшалăх автоинспекцийӗ профилактика мероприятийӗ ирттерет. Икӗ эрнере çул çине тухакансем хушшинче хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе усă курас йӗркене 7 пин çын пăснă, 400 яхăн çын ачисене машинăпа ятарлă креслосăр илсе çӳренӗ.
-
Тутарстанра ача çуралсан пӗр хут парăнакан тӳлеве ӳстернӗ
Февралӗн 1-мӗшӗнчен ача çуралсан парăнакан пулăшу ӳснине, унăн калăпăшӗ кăçал 26 900 тенкӗ пулнине «Татар-информ» ИА панă интервьюра РФ Социаллă фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин пӗлтернӗ.