Хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе усă курманшăн 7 пин çынна штрафланă
Çӗнӗ хыпарсем

Хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе усă курманшăн 7 пин çынна штрафланă

Республикăра январӗн 21-мӗшӗнчен Патшалăх автоинспекцийӗ профилактика мероприятийӗ ирттерет. Икӗ эрнере çул çине тухакансем хушшинче хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе усă курас йӗркене 7 пин çын пăснă, 400 яхăн çын ачисене машинăпа ятарлă креслосăр илсе çӳренӗ.

Патшалăх автоинспекцийӗ хăрушсăрлăх пиçиххийӗсемпе тата ятарлă креслосемпе усă курни, çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăхăнни водительпе пассажирсен пурнăçне инкекрен çăлса хăварма пултарнине аса илтерет.

Акци февралӗн 19-мӗшӗччен тăсăлать пулсан та, хăрушсăрлăх пиçиххийӗсемпе яланах усă курма манмалла мар.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


безопасность нарушение пдд

Нет комментариев