Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Экологипе çыхăннă 300 ытла обращени килнӗ

2025 çул пуçланнăранпа ведомствăна 309 ыйту килнине, вӗсенчен 144-шне вырăнтах татса панине ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Ведомствăн интернет-приемнăйне 184 обращени килнӗ. «Халăх тӗрӗслевӗ» система урлă – 87 ыйту, «Шкул экопатрулӗ» мобильлӗ приложени урлă – 32 ыйту, «ПОС» платформа урлă 6 ыйту регистрациленӗ.

Пуринчен ытла юраман вырăнта çӳп-çап пăрахнипе свалкăсем йӗркеленсе кайни çинчен 123 обращени янă. Çавăн пекех 53 ыйту шыв, 49 ыйту сывлăш пахалăхӗпе çыхăннă, 84 пӗлтерӳ ытти темăсемпе килнӗ.

Аса илтеретпӗр, ведомствăн «ВКонтактери» ушкăнӗнчен «Госуслуги. Решаем вместе» приложени илсе телефон çине вырнаçтарма пулать. Вăл пулăшнипе кашни хăйӗн ыйтăвне татса пама пултарать.

ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология