Сувар

г. Казань

16+
Финанс пӗлӳлӗхӗ

Тутарстанра ача çуралсан пӗр хут парăнакан тӳлеве ӳстернӗ

Февралӗн 1-мӗшӗнчен ача çуралсан парăнакан пулăшу ӳснине, унăн калăпăшӗ кăçал 26 900 тенкӗ пулнине «Татар-информ» ИА панă интервьюра РФ Социаллă фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин пӗлтернӗ.

«Ача çуралсан пӗр хут парăнакан пулăшăва ачан амăшӗ е ашшӗ илме пултарать. Инвалид е 7 çул тултарнă ачасене усрава илсен çемьесене кашниншӗн 205,8 пин тенкӗ параççӗ. 2024 çулта ку пособие 23 пин çемье илнӗ, вӗсене 580 миллион тенкӗ тӳленӗ», – палӑртнӑ Эдуард Вафин.

Ун сăмахӗсемпе, уйӑхсерен çулталăк çурăччен парăнакан тӳлев те ӳснӗ. Пособи вӑтам ӗç укçин 40 проценчӗпе танлашмалла, анчах палӑртнӑ минимумран кая пулмалла мар. Кăçал чи пӗчӗк тӳлев 10 пин тенкӗ, чи пысӑкки – 53,7 пин тенкӗ пулать. 2024 çулта пособие 50 пине яхӑн çемье (пӗтӗмӗшле 4,8 миллиард тенкӗ) илнӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ». 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество пособие дети