Хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе усă курманшăн 7 пин çынна штрафланă
Республикăра январӗн 21-мӗшӗнчен Патшалăх автоинспекцийӗ профилактика мероприятийӗ ирттерет. Икӗ эрнере çул çине тухакансем хушшинче хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе усă курас йӗркене 7 пин çын пăснă, 400 яхăн çын ачисене машинăпа ятарлă креслосăр илсе çӳренӗ.