News by date 11 July 2023
-
Июлӗн 15-мӗшӗнче Хусанта эрех туянма йывăр пулать
Çакнашкал чарусене кунта футболпа Раççей Суперкубокӗшӗн матч иртнипе кӗртнӗ
-
КУЛЬТУРА НАЦПРОЕКТА ПУРНĂÇЛАССИ 1 МИЛЛИАРД ЫТЛА ТЕНКӖПЕ ТАНЛАШНĂ
Республикăра уйрăмах ялпа пӗчӗк хуласенчи культура объекчӗсене çӗнетесси – приоритетлă задачăсенчен пӗри
-
Тутарстанра ВИЧпа чирлесси 11 процента яхăн ӳснӗ
Паянхи куна республикăра 287 ВИЧ-инфекциллӗ çӗнӗ çынна регистрациленӗ
-
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалласа
Фестиваль июлӗн 25-27-мӗшӗсенче Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ паркăн çӗнӗ площадкинче иртӗ
-
Рифкат Минниханова Тутарстанăн Наука академине ертсе пыма явапланă
Техника наукисен кандидачӗн Рифкат Миннихановăн кандидатурине çак кунччен Наука академийӗн президенчӗ пулса ӗçленӗ Мякзюм Салахов сӗннӗ
-
Июлӗн 7-мӗшӗнче Аксури тӗп паркра Çемьепе юрату тата шанчăклăх кунне халалланă уяв мерпориятийӗ иртнӗ
Ăна районти Культура çурчӗн тата Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн ЗАГС уйрăмӗн ӗçченӗсем йӗркеленӗ. Мероприяти программинче ачасем тата культура ӗçченӗсем хутшăнса йӗркеленӗ концерт пулнă, ăна курма мобилизациленӗ салтаксен çемйисем те килнӗ.
-
Виçӗмçул та, пӗлтӗр те, кăçал та Республика Уявӗнче шăрăх пулчӗ
Пӗлтӗрхине чăтма пулкалатчӗ-тӗк, кăçалхи пăчă йӗркелекенсене те, курма килекенсене те самай йывăрлăхсем кӳчӗ. Йывăрлăхсенчен хăрамастпăр, чăтрăмăр, паллах. Анчах та мӗн тума çынсене çапла тарăхтармалла? Каçа хăварма пулатчӗ-тӗр вӗт ăна?..