Фестиваль июлӗн 25-27-мӗшӗсенче Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ паркăн çӗнӗ площадкинче иртӗ
Ятарлă çар операцийӗнче хутшăнакансем çинчен ӳкернӗ документлă кинофильмсен «RТ.Док: Время героев» фестивалӗнче Юлия Чичерина юрлама палăртнă. Унта пӗрле Мускавран паллă пранкерсем Вованпа Лексус килмелле.
«Культура фронтӗнче» ытларах Юлия Чичеринăна сăмах парӗç, Вованпа Лексус «Информаци вăрçисем» панельте дискусси ирттернӗ çӗре хутшăнӗç, тӗлпулăва паллă медиа-журналист Антон Коробков-Землянский ертсе пырӗ. «Тайны Чапман» передачăна ертсе пыракан Анна Чапман хăйӗн кибер-вăрçă çинчен ӳкернӗ фильмне презентацилеме палăртнă. «Спас» каналăн генеральнăй директорӗ Борис Корчевников «Вăрçăпа ӗненӳ» панельлӗ дискуссире онлайн-меслетпе хутшăнӗ.
Нет комментариев