Тутарстанра ВИЧпа чирлесси 11 процента яхăн ӳснӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ВИЧпа чирлесси 11 процента яхăн ӳснӗ

Паянхи куна республикăра 287 ВИЧ-инфекциллӗ çӗнӗ çынна регистрациленӗ

Çакăн çинчен Республикăри гигиена тата эпидемиологи центрӗн кăтартăвӗсем çине таянса Татарстанстат пӗлтерет. 
Кăтартусем тăрăх, 2022 çулхи январь-апрель уйăхӗсемпе танлаштарсан, кăçалхи çак тапхăрта республикăри эпидемиологи лару-тăрăвӗ этемӗн иммунодефицичӗн вирусне пула ернӗ чирсен ӳсӗмӗ палăрнă. ВИЧпа чирлес коэффициент, пӗлтӗрхипе танлаштарсан 10,7 процента ӳсни тухтăрсене хумхантарать.  
 


Нет комментариев