News by date 13 January 2017
-
Пирӗн рейтингра 2-мӗш вырăн йышăннă ролик
Ултă пин те тăхăрçӗр ытла куракан пăхнă «Сувар» хаçат Одноклассникри ушкăнӗнчи видеофайла. Редакцин телесюжечӗсем çынсене килӗшнине пӗлтерет çакă. Видеона пӗлтӗр кӗркунне Пăва районӗнчи Рункăра ӳкернӗччӗ. Унта районти Чăваш наципе культура центрӗн хастраӗсем чăваш туйне кăтартса пачӗç. Иккӗмӗш вырăн - Рункă клубӗ.
-
Пӗлтӗр çак видеона 8 пин ытла çын пăхрӗ
Эпир шав ӗмӗтленетпӗр Тутарстанра хамăрăн чӗлхепе телепередача тăвасси пирки. Çакна пурнăçа кӗртме çăмăлах мар. Аппаланакан та çукрах. Çав вăхăтра «Сувар» хаçат ӗçченӗсем пӗр вырăнта тăмаççӗ. Районсене командировкăсене кайсан вӗсем интервью илнӗ чухне фото кăна мар, видео та ӳкереççӗ. Çак, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнчи видеосюжет пӗлтӗр Одноклассникинчи «Сувар» хаçат тусӗсем» ушкăнра...
-
Саламлатпăр!
Хусанта 2013 çулта Универсиада, 2015 çулта XVI Шыв спорчӗн тӗсӗсемпе тӗнче чемпионачӗ асра юлмалла иртнинче Тутарстан командин тивӗçӗ пысăк. Пирӗн республика хăйӗн тараватлăхне, илемне, вăйне туллин кăтартрӗ ун чух. Тутарстан нумай нациллӗ регион, çавăнпа та халăх шучӗпе виççӗмӗш вырăнта тăракан чăвашсем çак мероприятисенче хастар ӗçленинчен тӗлӗнмелли çук. «Мисс Татарстан» организацин...
-
Асăрханăр – грипп!
Специалистсем пӗлтернӗ тăрăх, Раççейре гриппа тата ОРВИпе чи нумай чирлес тапхăр çитмен-ха, вăл кăçал январь çурринчен пуçласа февраль çуррисене тӳрӗ килӗ. Вируслă инфекци хальхи вăхăтра Инçет Хӗвелтухăçпа Урал леш енче тата Атăлçи тăрăхӗнче сарăлни палăрать. Çакă грипп ытти çулхисенчен маларах пуçланнипе çыхăннă. Чир сарăлассине чарас тӗллевпе Ульяновск, Оренбург облаçӗсенче тата...
-
Черет ача сачӗсене çитнӗ
Ку çулта Тутарстанра 146 вӗрентӳ учрежденине тӗпрен юсама палăртнă. Çав шутра 29-шӗ муниципаллă, 7-шӗ коррекцилле шкулсем, 110-шӗ ача сачӗсем. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ертсе пынă республика канашлăвӗнче ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗ Ирек Файзуллин пӗлтернӗ. Ачасен сывлăхне çирӗплетмелли лагерьсен строительствипе тӗпрен юсассин республика программипе...
-
Çунапа та йӗлтӗрпе
Хӗлле çитрӗ. Çанталăк сивӗтрӗ. Хӗллехи каçсенче сивӗ хуçаланать. Сивӗ кунсем кăшт ăшăтсанах ачасем урама йӗлтӗрпе, çунапа ярăнма тухаççӗ. Ача-пăча питӗ савăнăçлă хӗллехи кунсенче. Вӗсем ашшӗ-амăшӗсемпе урама тухса тăвайкки тăваççӗ. Инçех те мар юр кӗлетке туса хураççӗ. Сивӗ кунсенче вӗсем килти ӗçсене тăваççӗ, кӗнеке вулаççӗ, амăшӗсене пулăшаççӗ. Эпӗ кăрлач уйăхӗнче çуралнă....
-
Кун хыççăн кун
Январь, 14 Хӗвел: тухать - 8.04, анать - 15.41, кун тăршшӗ - 7.37. Уйăх: тухать - 18.32, анать - 9.57. Кивӗ Çӗнӗ çул. Раççей пăрăх (трубопровод) çарӗсене йӗркеленӗ кун. Уйăх календарӗпе - 17-мӗш кун. Ăнăçлă улшăнусен кунӗ, анчах та пуçланă ӗçе çурма çулта пăрахмалла мар. Январь, 15 Хӗвел: тухать -...
-
Тӳлеме пуçларӗç
РФ Пенси фончӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, пенсионерсене пӗр хутчен парăнакан 5 пин тенкӗ тӳлеве январӗн 13-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 28-мӗшӗччен параççӗ. Ку срок пенси укçине хуть мӗнле мелпе (почта, банк картти урлă) илекен мӗнпур пенсионера пырса тивет. Пенси укçине килте илекенсем пӗр хутчен парăнакан тӳлеве январӗн 13-мӗшӗнчен пенси укçипе пӗрле илеççӗ....