Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кун хыççăн кун

Январь, 14 Хӗвел: тухать - 8.04, анать - 15.41, кун тăршшӗ - 7.37. Уйăх: тухать - 18.32, анать - 9.57. Кивӗ Çӗнӗ çул. Раççей пăрăх (трубопровод) çарӗсене йӗркеленӗ кун. Уйăх календарӗпе - 17-мӗш кун. Ăнăçлă улшăнусен кунӗ, анчах та пуçланă ӗçе çурма çулта пăрахмалла мар. Январь, 15 Хӗвел: тухать -...

Январь, 14
Хӗвел: тухать - 8.04, анать - 15.41, кун тăршшӗ - 7.37. Уйăх: тухать - 18.32, анать - 9.57.
Кивӗ Çӗнӗ çул.
Раççей пăрăх (трубопровод) çарӗсене йӗркеленӗ кун.
Уйăх календарӗпе - 17-мӗш кун. Ăнăçлă улшăнусен кунӗ, анчах та пуçланă ӗçе çурма çулта пăрахмалла мар.

Январь, 15
Хӗвел: тухать - 8.03, анать - 15.43, кун тăршшӗ - 7.40. Уйăх: тухать - 19.48, анать - 10.26.
Пӗтӗм тӗнчери юр кунӗ.
Халăхсен хушшинчи спор­тăн хӗллехи тӗсӗсен кунӗ.
Пӗтӗм тӗнчери тӗн кунӗ.
РФ Следстви комитечӗ йӗр­келеннӗ кун.
Уйăх календарӗпе - 18-мӗш кун. Килти ӗçсене пур­нăçламалла. Укçа-тенкӗ ыйтăв­не татса пама ăнăçлă кун.
Çак кун çуралнă: Максим Дунаевский (1945), Егор Кон­чаловский (1966).

Январь, 16
Хӗвел: тухать - 8.02, анать - 15.45, кун тăршшӗ - 7.43. Уйăх: тухать - 21.07, анать - 10.50.
Пӗтӗм тӗнчери «The Beatles» кунӗ.
Пăрпа ӗçлекен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 19-мӗш кун. Çӗнӗ ӗçре пит васкама кирлӗ мар, йăнăш утăм тăвасран асăрханмалла.
Çак кун çуралнă: Василий Лановой (1934).

Январь, 17
Хӗвел: тухать - 8.00, анать - 15.46, кун тăршшӗ - 7.46. Уйăх: тухать - 22.20, анать - 11.11.
Ача-пăча изобре­тенийӗ­сен кунӗ.
Чăваш пичет кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 20-мӗш кун. Хăвăр япăх пӗлекен çынсен умӗнче чуна уçма, вăрттăнлăхсене каласа пама васкамалла мар.
Çак кун çуралнă: Семен Альтов (1945), Василий Энтип (1937).

Январь, 18
Хӗвел: тухать - 7.59, анать - 15.48, кун тăршшӗ - 7.49. Уйăх: тухать - 0.00, анать - 10.26.
Кăшарни умӗнхи кун.
Уйăх календарӗпе - 20-мӗш кун. Пӗлтерӗшлӗ калаçусем ăнăç­лă иртеççӗ, ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелеме аван кун.
Çак кун çуралнă: Тамара Гвердцители (1962), Дмитрий Михлеев (1942).

Январь, 19
Хӗвел: тухать - 7.58, анать - 15.50, кун тăршшӗ - 7.52. Уйăх: тухать - 0.40, анать - 11.48.
Кăшарни.
Уйăх календарӗпе - 21-мӗш кун. Коллективра ӗçлеме, партнерсемпе пӗр чӗлхе тупма лайăх кун.
Çак кун çуралнă: Светлана Хоркина (1979), Валентин Шурчанов (1947).

Январь, 20
Хӗвел: тухать - 7.56, анать - 15.52, кун тăршшӗ - 7.56. Уйăх: тухать - 1.47, анать - 12.09.
Уйăх календарӗпе - 22-мӗш кун. Хăвăр вăя шанмалла, малашлăх валли план тумалла - вара ăнăçу пулатех.
Çак кун çуралнă: Минтимер Шаймиев (1937), Владимир Хотиненко (1952), Ирина Аллег­рова (1952), Виталий Сергеев (1942).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев