Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Асăрханăр – грипп!

Специалистсем пӗлтернӗ тăрăх, Раççейре гриппа тата ОРВИпе чи нумай чирлес тапхăр çитмен-ха, вăл кăçал январь çурринчен пуçласа февраль çуррисене тӳрӗ килӗ. Вируслă инфекци хальхи вăхăтра Инçет Хӗвелтухăçпа Урал леш енче тата Атăлçи тăрăхӗнче сарăлни палăрать. Çакă грипп ытти çулхисенчен маларах пуçланнипе çыхăннă. Чир сарăлассине чарас тӗллевпе Ульяновск, Оренбург облаçӗсенче тата...

Специалистсем пӗлтернӗ тăрăх, Раççейре гриппа тата ОРВИпе чи нумай чирлес тапхăр çитмен-ха, вăл кăçал январь çурринчен пуçласа февраль çуррисене тӳрӗ килӗ. Вируслă инфекци хальхи вăхăтра Инçет Хӗвелтухăçпа Урал леш енче тата Атăлçи тăрăхӗнче сарăлни палăрать. Çакă грипп ытти çулхисенчен маларах пуçланнипе çыхăннă. Чир сарăлассине чарас тӗллевпе Ульяновск, Оренбург облаçӗсенче тата Пушкăртстанри Ӗпхӳ хулинче ачасен хӗллехи каникулне тăсма тивнӗ. Телее, халăха вăхăтра грипа хирӗç вакцинаци тунипе Тутарстанра гриппа тата ОРВИпе чирленисен шучӗ хальлӗхе ытла пысăк мар-ха.
Грипăн пӗрремӗш симптомӗсем: ӳт температури тăрук ӳссе каять (38-39 е тата ытларах градус), шăнтать, пуç, çан-çурăм тата куç ыратать. Унтан ӳслӗк, сунас пуçланать. Пӗрремӗш кунсем чи хăрушшисем, çак вăхăтра вăйлă интоксикаци палăрать, шăпах çав кунсенче вируса хирӗç препаратсем ӗçмелле. Ан манăр, чире ура çинче ирттермелле мар, шала кайма пултарать.
Грипран çапла сыхланмалла: чирлекенсемпе хутшăнмалла мар, алла час-часах супăньпе çумалла. Урама ăшăрах тăхăнса тухмалла, шăнмалла мар, нумай çын пухăнакан вырăнсенче маска тăхăнмасăр çӳремелле мар, сывă пурнăç йӗркине тытса пымалла. С витамин нумай пахча çимӗç, улма-çырла (пылак пăрăç, хура хурлăхан, шăлан çырли, шиповник, купăста, хура пилеш, киви, апельсин, лимон, грейпфрут, сухан, ыхра) çисе иммунитета çирӗплетмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев