Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тӳлеме пуçларӗç

РФ Пенси фончӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, пенсионерсене пӗр хутчен парăнакан 5 пин тенкӗ тӳлеве январӗн 13-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 28-мӗшӗччен параççӗ. Ку срок пенси укçине хуть мӗнле мелпе (почта, банк картти урлă) илекен мӗнпур пенсионера пырса тивет. Пенси укçине килте илекенсем пӗр хутчен парăнакан тӳлеве январӗн 13-мӗшӗнчен пенси укçипе пӗрле илеççӗ....

РФ Пенси фончӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, пенсионерсене пӗр хутчен парăнакан 5 пин тенкӗ тӳлеве январӗн 13-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 28-мӗшӗччен параççӗ. Ку срок пенси укçине хуть мӗнле мелпе (почта, банк картти урлă) илекен мӗнпур пенсионера пырса тивет.
Пенси укçине килте илекенсем пӗр хутчен парăнакан тӳлеве январӗн 13-мӗшӗнчен пенси укçипе пӗрле илеççӗ. Пенси укçине уйăх пуçламăшӗнче, урăхла каласан январӗн 3-12-мӗшӗсенче, илекенсене почтальон уйрăм килсе парать. Пӗр хутчен парăнакан тӳлев валли укçана, 221,7 миллиард тенкӗ, Пенси фончӗн бюджетне кӗртсе хăварнă.
Аса илтеретпӗр, ку тӳлев 2016 çулхи иккӗмӗш çурçуллăхӗнчи индексаци вырăнне парăнать. Ăна мӗнпур категорири пенсионерсем, çав шутра çар çыннисем те илеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев