News by date 14 June 2018
-
Артем Дзюба та чăваш!
Раççей сборнăйӗнчи чăваш юнӗллӗ футболист Артем Дзюба Саудовски Арави командин хапхине гол тапса кӗртрӗ.
-
Кунта 4 тонна чак-чак!
Чи пысăк кӗтменлӗх вара болельщиксемшӗн 4 пин килограмм таякан чак-чак пулчӗ. Чемпионата хатӗрленӗ чак-чак тӳрех Рекордсен Гиннес кӗнекине кӗчӗ. Çак пылак çимӗçпе фанзонăна килнӗ кашни болельщика хăналарӗç.
-
Французла та шакăртаттарса калаçаççӗ
Хусан Кремлӗ патӗнчи шатера иртен пуçласа Австралипе Словакирен килсе çитнӗ болельщиксем «атакăлаççӗ». Хăна çурчӗсене вӗсем тахçанах броньласа хунă, çавăнпа ытларах хулари паллă вырăнсем, ăçта тутлă апатланма пулни интереслентерет.
-
Çӗпрел чиновникӗ çакланнă
Прокурорăн аслă пулăшуçи Руслан Галиев «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ тăрăх, Çӗпрел чиновникӗ суя сведенисем парса республика бюджетӗнчен 82 пин тенкӗ субсиди илнӗ.
-
Пирӗн футболăн малашлăхӗ пур
Çӗпрел районӗнче аслисем хушшинче мини-футбол турнирӗсем иртеççӗ, ытти спорт тӗсӗсем те аталанаççӗ, анчах та пысăк футбол (11х11) ăмăртăвӗсем темшӗн нумаях мар. Тимофей Кудрявцев ячӗллӗ турнир чи пысăкки шутланать пулӗ. Кăçал ăна 5-мӗш хут ирттерчӗç.
-
Пенсие каймастпăр, ӗçлетпӗр те ӗçлетпӗр
Пенси реформи вӗçленсен хӗрарăмсем – 63-ре, арçынсем 65-ре пенсие тухăпăр. Çак çула çитнӗ çӗре сывлăх самай хавшанă, çӗнӗ технологисене ӗлкӗрсе пырайман ват çынна çамрăк ертӳçӗ ӗçре тытӗ-и-ха тата?
-
Ӳкессине пӗлнӗ пулсан...
Турă çырнă пулсан, ваннăйра та...
-
Мундиаль вăхăтӗнче «Казан» умне килме ан ӳркен
Футболпа тӗнче чемпионачӗ вăхăтӗнче Хусанти «Казан» Çемье центрӗ умӗнче питӗ интереслӗ пулассине пӗлтереççӗ.
-
Тӗнче чемпионачӗ пуçланать, юлташсем!
Футболпа тӗнче чемпионачӗ Раççейре кăна мар, Хӗвел тухăç Европăра пуçласа пӗрремӗш хут иртет.