Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пенсие каймастпăр, ӗçлетпӗр те ӗçлетпӗр

Пенси реформи вӗçленсен хӗрарăмсем – 63-ре, арçынсем 65-ре пенсие тухăпăр. Çак çула çитнӗ çӗре сывлăх самай хавшанă, çӗнӗ технологисене ӗлкӗрсе пырайман ват çынна çамрăк ертӳçӗ ӗçре тытӗ-и-ха тата?

Ӗçленипе çын вилмест.. анчах ку каларăш хăйӗн актуаллăхне çухататни сисӗнет. Малашне ӗçле-ӗçлех вилӗпӗр-и-ха. Правительство çынсене пенсие ир кăларасшăн мар. Раççейри демографи лару-тăрăвне пула Пенси реформине тумалла имӗш, урăхла каласан чиновниксен шучӗпе, патшалăх ӗнси çинче ларакансем шутсăр нумайланса кайнă. Паллах, хăйсем çак йыша кӗмеççӗ вӗсем. Сăмах кунта пенсионерсем çинчен кăна. Çынсене пенси укçине мӗнле тӳлеме пăрахмалли мел чиновниксене лару залӗсенче çывăрса ларнă чух тӗлӗкре тӗлленнӗ пулмалла. Урăхла мӗнле ăнлантармалла-ха ӗмӗрӗпех виçӗ пусшăн тар тăкакан Раççей çыннисен тата пенсие кăлармалли çулне те ӳстернине? Ку закон проектне темиçе хутчен те Патшалăх Думи сӳтсе яврӗ. Раççей çыннисенчен 92 проценчӗ пенсие тухмалли çула арçынсене 65, хӗрарăмсене 63 çула çитиччен тăснине хирӗç пулнине пăхмасăр РФ Правительстви пенси реформин куçăм çулӗ арçынсем енӗпе – 2028, хӗрарăмсем енӗпе 2034 çулччен тăсăлассине пӗлтерет.

Çапла вара çак улшăнăва 1959 çулта çуралнă арçынсемпе 1964 çулхи хӗрарăмсем хăйсем çинче чи малтан туйӗç. Вӗсем 2019 çулта пенсие тухмаллискерсем тивӗçлӗ канăва 2020 çулта кăна кӗтсе илӗç.

Халăх ытла ан шавлатăр тесе-ши Правительство «пысăк» укçа та шантарать. Ӗçлемен пенсионерсен пенси укçине çулталăкне хальхи пек 400-500 тенкӗ мар, пине яхăнах ӳстерет. Ай-уй, ăçта хурӗ-ши пенсионер çавăн чухлӗ укçана? Çапла вара Пенси реформи вӗçленсен хӗрарăмсем – 63-ре, арçынсем 65-ре пенсие тухăпăр. Тухăпăр-и-ха? Паян мӗнле пахалăхлă апат-çимӗç çинине, экологие пăхсан, энтузиазм тӳрех сӳнет. Чиновниксем пек пирӗн сывлăха курорт-санаторисенче çулталăкне темиçе хутчен çирӗплетме май çук вӗт. Сывлăх самай хавшанă, çӗнӗ технологисене ӗлкӗрсе пырайман çитмӗлелле сулăннă ват çынна çамрăк ертӳçӗ ӗçре тытӗ-и-ха тата? Хальхи вăхăтра та 40-рен аслăрах пулсан лайăх ӗçе вырнаçасси пирки ӗмӗтленмелли çук та...

Тӗнче чемпионачӗн шăв-шавне пула халăх тимлӗхе çухатнипе усă курса Правительство пире тата тепӗр «сюрприз» та хатӗрлет иккен, РФ Правительстви пуçлăхӗ Д.Медведев хушăннă хаклăх налогне (НДС) 18 процентран 20 процента ӳстерссине пӗлтернӗ. Çапла вара, юлташсем, Дмитрий Анатольевичăн пророкӗ тӳрре тухать: Раççейре халăх валли укçа çук, пулмасть та, пирӗн вара пурпӗр пурăнмалла... (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

 


 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество