Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Мундиаль вăхăтӗнче «Казан» умне килме ан ӳркен

Футболпа тӗнче чемпионачӗ вăхăтӗнче Хусанти «Казан» Çемье центрӗ умӗнче питӗ интереслӗ пулассине пӗлтереççӗ.

Футболпа тӗнче чемпионачӗ вăхăтӗнчи культура программипе килӗшӳллӗн, Хусанти «Казан» Çемье центрӗ умӗнче фестивальсемпе сувенирсен ярмарккисем ирттерме палăртнă. Программа çапларах:

Июнӗн 15-мӗшӗ – Тутарстанри пултарулăх ушкăнӗсен концерчӗ (16.50 сехетре пуçланать).

Çакăн пекех концерт июнӗн 23-мӗшӗнче те пулать.

Июлӗн 6-мӗшӗ – музыка фестивалӗ. «Братья блюз» ушкăн, Олег Аккуратовпа пӗрле Иван Фармаковский тата Игорь Бутман квартечӗсем юрлаççӗ. (15.30 сехетре пуçланать).

Июлӗн 7-мӗшӗ – музыка фестивалӗ. M.A.K.Trio, «Макс и Ко» тата Хусанти JIVE, Мускаври Вадим Эйленкриг квартечӗ юрлаççӗ. (18.50 сехетре пуçланать).

Июлӗн 10-мӗшӗ – музыка фестивалӗ. «Артем Айвазян Band» (Мускав), Алексей Козлов & «Арсенал» ушкăн тата Марк Юсим (Мускав) юрлаççӗ. (19.00 сехетре пуçланать).

Июлӗн 11-мӗшӗнче Альфия Авзаловăна (Раççей — АПШ) асăнса музыка программи пулать, унта ALMA (Хусан) ушкăн хутшăнать. (19.00 сехетре пуçланать).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чемпионат мира по футболу