Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Артем Дзюба та чăваш!

Раççей сборнăйӗнчи чăваш юнӗллӗ футболист Артем Дзюба Саудовски Арави командин хапхине гол тапса кӗртрӗ.

Чемпионат кӳнӗ пӗрремӗш савăнăç ку. Тин кăна Мускаври Лужники стадионра Футболпа тӗнче чемпионачӗн пӗрремӗш матчӗ вӗçленчӗ. Раççей сборнăйӗ  5:0 шутпа çӗнтерсе савăнтарчӗ пире пурне те. Чăвашсен савăнмалли сăлтавӗ тата пысăкрах, Раççей сборнăйӗнче чăваш юнӗллӗ футболист Артем Дзюба Саудовски Арави командин хапхине гол тапса кӗртрӗ. Çапла пилӗк голран пӗри  пирӗн йăхташăн! Артем ăна питӗ хитре кӗртрӗ. Артем çурма чăваш. Амăшӗ Светлана Александровна Чăваш Енри Çӗрпӳрен иккен. Аса илтеретпӗр, командăри Сергей Игнашевич та çурма чăваш. Унăн та амăшӗ Чăваш Енри Хӗрӗ Чутай районӗнчен. Эппин чемпионата пăхма тепӗр сăлтав ку. Йăхташсене чемпионатра тата пысăкрах ăнăçу сунатпăр. Эпир сирӗнпе мăнаçланатпăр! Ура! (Сăнӳкерчӗк www.youtube.com сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чемпионат мира по футболу