News by date 16 November 2025
-
Пирӗн вулаканăмăр «Сувар» çырăнса пӗлтӗр электроарман, кăçал музыка колонки выляса илчӗ
«Сувара» 2025 çулăн 2-мӗш çур çулне çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцире редакцин тӗп парнине – музыка колонкине – Пăва районӗнчи Чăваш Пимӗрселӗнче пурăнакан Людмила Кузьмина (сăнӳкерчӗкре) çӗнсе илчӗ.
-
Çӗнӗ Упи ялӗнчи Культура çуртӗнче волонтерсен ӗçӗ пӗр кунлăха та чарăнмасть
Кӗркунне. Ăмăр çанталăк. Урамра иртенпе лӳшкесе çумӑр çӑвать. «Паян сетка çыхма килеймеççӗ пуль», – тенӗ вăхăтра зонтик йăтнă хӗрарăмсем курăна пуçларӗç. Пӗрин хыççăн тепри утаççӗ Çӗнӗ Упинчи Культура çурчӗ еннелле.
-
Владимир Акимов: «Художникăн проблемăна курмăш пулма ирӗк çук»
Эсир хăçан та пулин шутланă-и, мӗншӗн-ха картинăна çырнă тесе калатпăр? Çапла, «ӳкернӗ» сăмахпа та усă куратпăр. Анчах вăл ӳнерçӗн ӗçне туллин палăртаймасть. Мӗншӗн тесен картина вăл живопись чӗлхипе çырнă калав, повесть е роман. Ку ӗнтӗ сюжет анлăшӗпе ăнлавӗнчен килет. Картинăсен умӗнчен хăвăрт пăрăнса утса каяймастăн. Вӗсене чăнах та вулатăн. Галерейăсене кайсан вăхăт иртнине туймастăн. Виç-тăват сехет те иртет, эсӗ вара çуррине те курса ӗлкӗреймен.