Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн вулаканăмăр «Сувар» çырăнса пӗлтӗр электроарман, кăçал музыка колонки выляса илчӗ

«Сувара» 2025 çулăн 2-мӗш çур çулне çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцире редакцин тӗп парнине – музыка колонкине – Пăва районӗнчи Чăваш Пимӗрселӗнче пурăнакан Людмила Кузьмина (сăнӳкерчӗкре) çӗнсе илчӗ.

«Тавах сире, редакци ӗçченӗсене, çакăн пек акцисем ирттернӗшӗн! Хальхинче тӗп парнене выляса илтӗм. Пӗлтӗр те электроарман тухнăччӗ пире. Питӗ кăмăллă. «Сувар» хаçат чечекленсех пытăр, унта ӗçлекенсене пултарулăхра çитӗнӳсем тума сунатăп. Хаçатăн тиражӗ пысăк пултăр, тăван чӗлхене юратакан вулакансен шучӗ ӳссех пытăр», – тесе çырса ячӗ Людмила çак кунсенче. 

Людмила «Сувара» 2026 çулăн 1-мӗш çур çулне çырăннă ӗнтӗ. Эсир вара, хисеплӗ вулакансем, хаçата çырăнтăр-и? Васкăр.

«Сувар» индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.

 

С.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев