Тутарстанри шкулсемпе ача сачӗсем сасăлав кунӗсенче мӗнле ӗçлеççӗ?
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри шкулсемпе ача сачӗсем сасăлав кунӗсенче мӗнле ӗçлеççӗ?

Патшалăх Думин депутачӗсен суйлавне ирттернипе сентябрӗн 18-19-мӗшӗсенче республикăри хăшпӗр шкулсемпе ача сачӗсенче суйлав участокӗсем вырнаçнипе çак учрежденисенче вӗренӳ процесне улшăнусем кӗртнӗ. Сасăлав кунӗсенче шкулсемпе ача сачӗсем мӗнле ӗçлессине ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби ăнлантарса панă.

Фото Оксаны Бердниковой Çак кунсенче шкул ачисем валли вӗренӳ процесне альтернативлă форматсемпе йӗркелӗç. Классенче хăнăхнă уроксем вырăнне ачасене музейсенче занятисем, уçă сывлăшра уроксемпе мероприятисем, ресурс центрӗсенче ӗçлесси, çавăн пекех вăтам тата аслă професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисем кӗтеççӗ. Унсăр пуçне вӗренекенсем валли профильлӗ предприятисене уйрăм графикпа экскурсисем, профориентаци мероприятийӗсем тата мастер-классем ирттерме палăртнă. Çакăн пек туни вӗренӳ процессне сыхласа хăварма кăна мар, çак кунсене ачасемшӗн интереслӗ тума  май парӗ.

Шкул çулне çитменнисем валли те уйрăм йӗрке пăхса хăварнă. Суйлав участокӗсем вырнаçнă ача сачӗсем те сасăлав кунӗсенче ачасене йышăнмаççӗ. Ача садне çӳрекенсем валли сасăлава хутшăнман çывăхри ача сачӗсенче  ятарлă ушкăнсем йӗркелӗç.

Республикăн вӗрентӳпе наука министерстви конкретлă учрежденин ӗç йӗрки çинчен калакан информацие унăн администрацийӗнчен малтанах уçăмлатма сӗнет. Çакă сасăлав кунӗсене ытлашши чăрмавсăр ирттерме пулăшӗ.  


Образование минобрнауки рт выборы 2026

Нет комментариев