Флешмоб #ГордимсяНижнекамском 500 ытла публикаци пухнă
Çӗнӗ хыпарсем

Флешмоб #ГордимсяНижнекамском 500 ытла публикаци пухнă

Тутарстан çыннисем Анат Камăра пурăнакансемпе пӗрле пулнине тата хулан 60 çулхи юбилейне халалланă #ГордимсяНижнекамском флешмоб хута ячӗç. Талăк хушшинче социаллă сетьсенче публикацисен пӗтӗмӗшле шучӗ 500-е çитрӗ, вӗсене 30 пин хут пăхнă.

Флешмоба сентябрӗн 13-мӗшӗнче çӗрле ВСУ беспилотникӗсем Анат Кама хулине атакăланă хыççăн пуçарнă. БПЛА атакисене пула икӗ çынăн –  вырӑнти педагогика колледжӗнчен вӗренсе тухнă,  тин çеç воспитательте ӗçлеме пуçланӑ икӗ çамрăк хӗрӗн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă, тепӗр 14-шӗ аманнӑ. Промышленноçпа граждан объекчӗсем сиенленнӗ, пӗр предприяти çунма пуçланă. Флешмоб шайӗнче  хутшӑнакансем вилнисен тата шар курнисен çемйисемпе пӗрле пулнине пӗлтереççӗ.

Флешмоб йӗркелӳçисем палăртнă тăрăх: акцин тӗп теми – пӗрлӗх, вăй тата мăнаçлăх. Анат Кама вăл республика картти çинчи хула кăна мар, чи малтан хăйсен кил-çуртне юратакан, пӗр-пӗрне хаклакан, пӗрле пурăнакан, ӗçлекен, ача-пăча ӳстерекен, кӳршӗсене ниме пăхмасăр пулăшакан çынсем.

Флешмоба эсир те хутшăнма пултаратăр. Кун валли видео ӳкерсе #ГордимсяНижнекамском  хештегпа социаллă сетьре вырнаçтармалла.


#Татарстан #ГордимсяНижнекамском

Нет комментариев