Çӗнӗ Упи ялӗнчи Культура çуртӗнче волонтерсен ӗçӗ пӗр кунлăха та чарăнмасть
Кӗркунне. Ăмăр çанталăк. Урамра иртенпе лӳшкесе çумӑр çӑвать. «Паян сетка çыхма килеймеççӗ пуль», – тенӗ вăхăтра зонтик йăтнă хӗрарăмсем курăна пуçларӗç. Пӗрин хыççăн тепри утаççӗ Çӗнӗ Упинчи Культура çурчӗ еннелле.
– Вӑрçӑра тӑхлан çусан та пирӗн сыхлӑхшӑн тӑраççӗ, – терӗ Ирина. – Кунта çумӑр çунипе каяс мар тетпӗр. Зонтик тытатăп та каятӑп терӗм кӳрше.
– Çумăр çусан та, пăр çусан та килетпӗр. Пуçăннă ырӑ ӗçе малалла тăсмаллах, – терӗ тепри.
– Килте алӑ усса лариччен кунта çынпа пӗрле ӗçлени усăллăрах, – терӗ виççӗмӗшӗ.
– Кашни ирпе ӗçе кайнӑ пекех утатпӑр. Укçа та тӳлеççӗ пуль сире тесе ыйтакансем те пур, – пӑшӑрханса калаçрӗç хӗрарăмсем.
– Укçашӑн кӑна çыхмалла-ши? Тӗнче хӑрушсӑрлӑхра тӑнӑ чухне пурин те пулӑшма май тупмалла та çав... – хутшӑнчӗç калаçăва ушкӑнрисем.

Çапла тылрисем май килнӗ таран тӑрӑшаççӗ, тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳреççӗ. Чун-чӗре хистевӗпе, хăйсен ирӗкӗпе çӳреççӗ. Ыттисене те хăйсем патне килме чӗнеççӗ. Ушкăнпа ӗçлесен нумай ӗç пурнăçланать.

Хӳтӗлекен сеткăсем нумай салтакӑн пурнӑçне çӑлнине, упраса хӑварнине хаçатсенче çыраççӗ, телевизорпа та час-часах кӑтартаççӗ. Дронсенчен хӳтӗленме пулӑшаççӗ. Волонтерсем тӑнӑç пурнӑç таврӑнтăрччӗ тесе ӗмӗтленеççӗ, салтаксене чӗрӗ-сывӑ килӗсене çитме сунаççӗ.
– Кашни çыхнӑ сеткӑран тӑван ен ӑшшине туйччăр, – терӗç харăссăн хӗрарăмсем.
Çыхнӑ хушӑрах юррине те шӑрантараççӗ, иртнине те аса илеççӗ.
– Ӗçленӗ хушӑра вӑхӑт иртнине те, ыратнине те туймастӑн, – терӗ Оля аппа.

Конвейер пек пӗр чарӑнми кашни тӑваткал ӑшне хăйăва чиксе кӑларса çыхаççӗ. Вӑхӑтпа хисеплешмесӗр тӑрӑшаççӗ. Вӗлле хурчӗсем пек ӗçченлӗхӗпе палӑрса тӑраççӗ. Кунне пӗрер сетка çыхма ӗлкӗреççӗ. Ӑсталӑхӗ те, хăвăртлӑхӗ те пысӑк. Ара, иккӗмӗш çула кайрӗ ырă ӗç пуçланни. Çак хушӑра 120 маскировка сетки çыхса хатӗрленӗ, волонтерсем урлă парса янӑ.
Ял-йыш та укçа енчен пысăк пулӑшу кӳрет ку ӗçре. Пуçтарăннă укçапа спанбондсем, тетелсем туянаççӗ. Пысăк та кирлӗ ӗç çӗнтерӗве хӑвӑртрах çывхартма пулӑшасса шанаççӗ. Çак хатӗр маскировка сеткисем часах ятарлӑ çар операцийӗн зонине çитсе техникӑна, окопсене тата пирӗн боецсен позицийӗсене хӳтӗлессинче усӑллă пулӗç. Шанатпӑр çӗнтерӳ пирӗн енче пуласса!

Хӗрарӑм-волонтерсем ыркăмӑллӑх ӗçӗнче хӑйсенчен пысӑк тӳпе кӗртеççӗ. Пӗрле пулни тата вӑйлӑрах тӑвать вӗсене.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев