Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Акимов: «Художникăн проблемăна курмăш пулма ирӗк çук»

Эсир хăçан та пулин шутланă-и, мӗншӗн-ха картинăна çырнă тесе калатпăр? Çапла, «ӳкернӗ» сăмахпа та усă куратпăр. Анчах вăл ӳнерçӗн ӗçне туллин палăртаймасть. Мӗншӗн тесен картина вăл живопись чӗлхипе çырнă калав, повесть е роман. Ку ӗнтӗ сюжет анлăшӗпе ăнлавӗнчен килет. Картинăсен умӗнчен хăвăрт пăрăнса утса каяймастăн. Вӗсене чăнах та вулатăн. Галерейăсене кайсан вăхăт иртнине туймастăн. Виç-тăват сехет те иртет, эсӗ вара çуррине те курса ӗлкӗреймен.

Пӗлтӗр Мускаври Третьяков галерейипе Санкт-Петербургри Эрмитаж хыççăн кăçал куравсене пит çӳремен. Тем май пулмарӗ. Телее тенӗ пек Хусанти Туслăх Çуртӗнче паллă ӳнерçӗн, Тутарстан халăх художникӗн Владимир Яковлевич Акимовăн ӗçӗсен куравӗ уçăлчӗ.

Владимир Яковлевич тӗрлӗ жанрпа, стильпе ӗçлет. Ӳнерçӗ Çыр­чаллинче пурăнать. Ăна паян чи ӑнӑçлӑ ӳнерçӗсен шутне кӗртеççӗ. Унăн куравӗсем Раççей хулисемсӗр пуçне Венӑра, Берлинта, Нью-Йоркра иртнӗ. Ӗçӗсем Раççейри тӗрлӗ музейсемпе галерейӑсенче, ют çӗршывсенчи уйрӑм коллекцисенче упранаççӗ. Акимов тӗнче тӑрӑх нумай çӳресе живопись чӗлхипе нумай проблемăна çутатса пама пулнине хăйшӗн çирӗплетнӗ. Тӗрлӗ енпе ӗçлет вăл. Ун творчествинче тӗп вырăнта – ырри патне туртăнни. Çутă ун картинисем, ырă. Драма е трагеди пулăмне сăнласассăн та шанчăк параканни пур унта. Ак амăшне пытарнă хыççăн çыр­нă ӗçе илер. Хăвна пурнăç паракан чи хаклă çын тӗнчерен уйрăлса кайнинчен хурлăхлăраххи мӗн пултăр? Çапах çак хуйхăра та пурнăç малаллах тăсăлнине, чун вилӗмсӗр пулнине кăтартма майне тупнă. Картинăн сулахай кӗтессинчи шурă сурăх путекки шăпах ӗмӗрсен вӗçӗмсӗрлӗхӗн палли пулса тăрать. Ку ахальтен мар иккен. Амăшӗ çӗре кӗнӗ кун унăн юратнă шурă сурăхӗ пăранласа панă. Çапла чун кайни çине çӗнӗ чун килнӗ. Символизм мелӗпе Акимов пурнăçăн вӗçӗмсӗрлӗхне кăтартса парать. 

Тӗн теми те пысăк вырăн йы­шăнать ун творчествинче. Курава Иисус Христоспа çыхăннă триптих, «Тайная вечеря» ӗçӗсем кӗнӗ. Мӗн хистенӗ-ха ӳнерçе çак темăпа ӗçлеме? Пирӗн калаçу пӗтӗмпех тенӗ пек творчество тавра пулчӗ. Мӗншӗн тесен творчество çынни вăл хăй ӗçӗсенче уçăлать. Ӳнерçӗн тавракурăмӗ, чунӗ йăлтах пир çинче.  

– Владимир Яковлевич Иисус­па çыхăннă триптих çинчен тӗплӗнрех каласа парăр-ха. Мӗн тесшӗн пултăр çак ӗçпе? 

– Пӗрин çинче шуйттан ернӗ суккăр çынна чӗртнине сăнланă. Тӗн теми мана ялан интереслентернӗ. Çак картина çинче Иисус Копернаумра тӗрлӗ чирпе нуша куракансене сыватса çӳренине сăнланă. Çакна курса тăнă çынсем часах ун пирки сас-хура çуратаççӗ те тӗнче тăрăх ун çинчен вăйлă сиплевçӗ тесе легенда сарăлать. Первосвященниксем ăмсанса ун вăйӗ шуйттанран тесе элеклеççӗ. Картинăра Иисус усал кӗнӗ çынна сипленӗ вăхăта сăнлас терӗм. Çырнисем тăрăх, çав вăхăтра Иисус ялтăр çутăпа çуталса тăнă. Ӳнер искусствинче ку яланхи тема. Манăн та хамăн курăма, шухăша палăртас килчӗ.  

– Картинăри сăнар куракан пат­не çурăмпа тăрать. Вăйлă эффект. Куракан Иисус хыçӗнче тăрса хăйне хӳтлӗхри пек туять. Картинăри сюжет пире Иисус­ пурăннă вăхăта илсе каять, ха­мăр куçпа вăл тунă асамлă ӗçсене чӗррӗн сăнаса тăнăн туйăнать. Тӗлӗнмелле мел шутласа тупнă эсир. Хăйпе хăй çапла килсе тухрӗ е шутласах çыртăр?

– Хамăн та çав шухăшсемех, ман унăн шалтан тапса тăракан вăйне кăтартас килчӗ,  тапса тăракан вăйлă энергие, чӗртекен, сыватакан вăя. Çак картинăна икӗ кунра çырса пăрахрăм, питӗ хăвăрт. Темле хистекен вăй туйрăм хамра. Çырса пӗтертӗм те урăх тӗкӗнмен. «Распятие» текен картинăпа нумайччен ӗçлерӗм. Халӗ те-ха ăна вӗçне çитермен пек туйăнса тăрать. Христоса  пăталани – кăткăс тата ӗмӗрхи тема. Ун тавра нумай калаçаççӗ. 

– Сирӗн çак триптихра Иисус тата ăна пăталанине ӳкерекен художник пӗр евӗрлӗ. Юриех çапла сăнларăр?

– Картинăсем пӗр-пӗринпе çыхăнса тăччăр, мӗнле калас, вуланччăр тесе те çапла ӳкернӗ. Тата художник та Турăран пулнине, унра вăл панă хӗлхем пуррине кăтартас тӗллевпе. Мӗншӗн турăш ӳкерекенсем хăйсен ячӗсене çырмаççӗ? Мӗншӗн тесен турăшсем Турă аллипе çырăнаççӗ теççӗ. Ӳнерçӗ шутласа кăлармасть вӗсене, Турă хăй ун аллине тытса пырать. Турăш харпăр çын япали мар, вăл вӗт чиркӳре упранмаллискер. 

– «Распятие» картинăра хӗ­рес тайăлсарах тăрать. Мӗншӗн çапла?

– Драматизма вăйлатас тӗллевпе çапла турăм. Тӳрӗ ларакан хӗрес композицие тӳрккесрех тăвать. Интереслех мар. Кунта диагональлӗ драма аталанать, сулахаялла та, сылтăмалла та тайăлнă элементсем пур. Турра пăталанă хыççăн тӗнче кисренсе  арканнине çапла майпа кăтартма тăрăшрăм. Каларăм ӗнтӗ, ку ӗçе халӗ те çырса пӗтереймен туйăм пур. Ун патне таврăнатăп пулӗ-ха. 

– Эсир грексен мифологийӗ­пе те кăсăкланатăр. Мӗнпе илӗртеççӗ вӗсем сире?

– Грексен мифологийӗпе сюжетсем нумай манăн. Кунта ак «Побег с Кентавром», «Похищение Европы», «Орфей и Эвредика»  картинăсене илсе килтӗм. Питӗ юрататăп Греци мифологине, унтан илмелли питӗ нумай. Юрату, туслăх теми тӗп вырăнта вӗсенче. Тӗнчекурăм хăйевӗрлӗхӗпе илӗртет тема. Хăш-пӗр картинăн варианчӗсем пӗрре кăна та мар. Уйрăмах «Похищение Европы» картинăпа хавхаланса ӗçлерӗм. Чечексем, çӳлте вӗçекен Купидон, Европа хăй. Киленсе ӗçлерӗм.

– Картина чăнах та питӗ çутă, ырă туйăмсем вăратать.

– Тавах. Ак хăш-пӗр сюжетпа ӗçленӗ чух пăшăрханатăн, чунра йывăр та пек. Кунта вара çын кӗлеткин, тавралăх илемӗпе киленсе ӗçлерӗм. 

– Египета халалланă ӗçсем те самай сирӗн. 

– Унта темиçе хутчен те пулнă. Фараонсен айлăмне те çитсе килтӗм. Пушхир урлă кайрăмăр унта. Мана фараонсен айлăмӗн пейзажӗ тыткăнларӗ. Темле уç­лăхри е уйăх çинчи евӗр туйăнчӗ. Фараонсене пытарнă çӗре çитрӗмӗр. Малтанласа вӗсене ту айӗнче пытарнă. Çавăнтан кайнă ӗнтӗ пирамидăсем тăвасси. Унти тусем пирамида евӗрлӗ. Пӗлтӗр мар леш çул Каирта пулса килтӗм. Ман хамăн алăпа пирамидăсене тытса курас килчӗ. Вӗсен чулӗсен хушшине хут та чикме çук теççӗ те, тӗрӗс мар иккен. Чулӗсем çав тери пысăк. Пирамидăсем тавра вулкан тӳремӗ пулнă. Вăл акшар чулӗнчен тăрать (известняк), çăмăлскер. Çавна касса кăларса пирамида купаланă. Никӗсре чи пысăк блоксем, çӳлерех хăпартнă май пӗчӗкленсе пыраççӗ. Лайăх тишкерсе тӗпчерӗм вӗсене. Чулсене сӗтӗрмен, опаловка туса акшар растворӗнчен хăпартнă тесе те калаççӗ. Опаловка йӗрӗсене чăн та курма пулать. Кайса килнӗ хыççăн триптих ӳкертӗм: Нефертити, сфинкс, вилӗм турри Анубис. Картинăсен колоритне тӗрӗс палăртас тесе Каирти музее ятарласа кайса килтӗм. Унти пейзажсемшӗн хăйăр, сăрăрах сарă, хăмăртарах сарă тӗссем характерлă. Ху куçупа курнине ним те çитмест. 

– Владимир Яковлевич, сирӗн творчествăра ял пейзажӗ пысăк вырăн йышăнать. Çакă тăван тăрăхпа çыхăннă? 

– Паллах. Ак çак икӗ карти­нăра Тилечер (Девлизеркино) ялӗ сăнланнă. Чăваш ялӗ, пысăк вăл. Унта ман тăвансем пурăнаççӗ. Вӗсем патне хăнана кайсан ӳкернӗ картинăсене. Ман тимлӗхе Копылов усламçăн лавк­ки кӗчӗ. Вăйлă хуçа пулнă теççӗ. Революци хыççăн раскулачит тунă. Халь çурчӗ ишӗлсе арканса ларать. Ялсем те пушанаççӗ... Историшӗн паллă вырăнсене картинăра хăварас килчӗ.

– Сирӗн картинăсем истори архивӗ пекех. Сăнарсене йăлтах пурнăçран илетӗр-и? 

– Çапла. Аннепе аттен, каярахпа мăшăрăмăн ашшӗн портречӗсене те ӳкертӗм. Лайăх çынччӗ вăл. Тăватă класс кăна пӗтернӗ пулин те питӗ ăслăччӗ. Анне çав тери йăвашскерччӗ. Ял çыннисене сăнама интереслӗ. Ак пурччӗ çавнашкал çын – Ваня тете. Унăн хӗрлӗрех хăмăр лаши пурччӗ. Пӗр тăлăх арăм патӗнчен теприн  патне килсӗр евӗр çӳретчӗ. Кӗркунне тырă, çӗрулми турттарса пурăнмалăх ӗçлесе илетчӗ. Тăван ялпа çыхăннă ӗçсем нумай. Тăван килте пӗчӗк мастерской та ăсталарăм. Çулла килсен ӗçлеттӗм унта. Çамрăк чухнехи асра. Уйрăмах уйăх çутинче çӗрле илемлӗччӗ ял. Асамлă. Çуртсем Куинджи картининчи пек ларатчӗç. Тӗлӗнсе каймалла çутăччӗ каçсем. Хулара ун пеккине кураймăн. Ял теми маншӑн питӗ çывӑх. Янтурайра час-часах пулатӑп, çынсемпе тӗл пулатӑп.  «Отверженные» текен хула ӗçӗсен ярӑмӗ те пур манӑн. Ярăм никама кирлӗ мар пулса тăнă, пӗччен е ниме юрӑхсӑр çынсем çинчен. Сӑмахран, пирӗн подъездра пӗр-икӗ эрне бомж пурӑнчӗ. Вӑл çӳп-çап бакӗ çумӗнчи кивӗ матрас çинче çывӑрса пурăнчӗ. Ӗçсе çынлăхран тухнăскер. Кайран ăна хăваласа ячӗç. Ун пеккисем ытти хуласенче те пур. Пурнӑç вăл тӗрлӗ енлӗ, художникăн çакăн пек пулăмсене те сăнламалла тесе шутлатăп. Проблемăна курмăш пулма ирӗк çук художникăн. 

– Ӳкернӗ хушăра туянас текенсем пулнă-и?

– Ун пекки те пулать. Çырчаллинчен инçе мар Лекерово ялӗ пур. Пӗлтӗр пултăм унта. Мольберт, этюдник илтӗм те кайрăм. Пӗр кивӗ чиркӳ куç тӗлне пулчӗ. Шалта росписьсем те юлман ӗнтӗ. Тултан илемлӗн курăнса ларать вăл. Çавна ӳкерме пуçларăм. Вӗçлесе пыраттăм, ман пата пӗр çемье çитсе чарăнчӗ. «Эпир кунта пурăннă тахçан, халь Çырчаллинче пурăнатпăр. Сирӗн картинăна туянма пулать-и?» – теççӗ. «Пӗтерсен паллах», – терӗм. Мас­терской адресне патăм. Килсе илсе кайрӗç. Кайран кайса теп­ре ӳкертӗм. 

– Кураври ун копийӗ?

– Çук, эп нихçан та копи тумастăп. Ку тепӗр варианчӗ темелле. Вӗсем пӗр пек, анчах фон, çул, тӳпе фонӗпе улшăнса тăраççӗ. Пӗр пек кунсем çук вӗт. Хамăн картинăсене тепре ӳкерме тивсен те пӗр пек пулса тухмаççӗ вӗсем. 

– Чӗрчун теми те сирӗн творчествăра анлă вырăн йышăнать. Качака портречӗ чи паллисенчен пӗри. Ман шутпа эсир çын характерне кăтартса пама питӗ лайăх мел шыраса тупнă. Сирӗн качакăр мăнкăмăллă, кутăн, хăйне хăй шутсăр юратаканскер. Качака портретне Шаймиев та туяннине илтнӗ. Мӗнле çуралчӗ çак персонаж?

– Ун прототипӗ чăн пурнăçран. Янтурай качаки Ваççа вăл. Пӗрре эп ӗçленӗ хыççăн канма выртнă та çывăрса кайнă. Хам çине тӗллесе пăхнине туйнипе вăранса кайрăм. Ман çине мăнкăмăллăн, чăрсăррăн куçран пăхса кавлесе Ваççа качака  тăрать. Сумкана ухтарса çăкăра çисе янă хăй. Тăрать çапла пăхса, çын пек. Куçӗсемпе ăслă пăхать. Эп çийӗнчех набросок турăм. Кайран пир çине куçартăм. Пӗр куравра шăпах Шаймиев курчӗ те нумайччен кулса пăхса тăчӗ. «Ку картинăна туянмалла, – терӗ вăл çумри ӗçтешӗ çине пăхса. – Патшалăх Канашӗн коридорӗнче çакса хумалла, ан тив пӗлччӗр депутатсем кама аса илтереççӗ вӗсем час-час», – терӗ шӳтлесе. 

– Сирӗн качакана ют çӗршыв­сенче те асăрханă? 

– Америкăра интереслӗ истори пулса иртрӗ. Çурçӗр Каролинăри курава упăшкипе арăмӗ килнӗччӗ. Çӳреççӗ пăхкаласа. Арăмӗ картинăсене пăхса кулкаларӗ. Кайрӗç. Тепӗр кун лайăх тумланнă, шлепкеллӗ арçын килсе кӗчӗ. «Ӗнер мана арăм эс çав качака такине пит аса илтеретӗн терӗ. Кутăн çавăн пекех тет. Эп çак картинăна туянасшăн. Анчах ман портрета та ӳкерейместӗр-и эсир – симметриллӗ, çавнашкал сăн-питпе? Качака таки пӗр енче, эп тепӗр енче пулам», – ыйтать ку манран. Килӗшрӗм. «Тепӗр 15 кунран арăмпа пӗрле пурăнни 30 çул пулать. Ăна çак портретсене парнелесе сюрприз тăвасшăн-ха», – терӗ  американец. Вăт çапла истори. 

– Эсир хăвăр ял çыннисене нумай ӳкеретӗр. Ытларах шӳтлесе, гипербола мелӗпе, ачалла тасалăхпа. Ентешсем сирӗн пурнăçра паллă вырăнта, хаклă пулни палăрать. Тунсăх та пур пек. Çак картинăсене мӗншӗн «Хусейн», «Де Голль», «Мамед» тесе ят панă? 

– Ентешсен портречӗсем са­­хал мар. Интереслӗ çынсем пурăнаççӗ Янтурайра. Картинăсене хушма ячӗсемпе панă. Ялта вӗсене чăн ячӗпе каласан никам та кам çинчен сăмах пынине пӗлмӗ. Хушма ятне калатăн та пурте пӗлеççӗ. Хусейн текенни политика çинчен сӳтсе явма юрататчӗ, сăмахран. 

– «Яшка-кино» курăнмасть куравра.

– Вăл халӗ урăх куравра. Яш­ка-кино та хушма ят. Тем те пӗр шутласа кăларма ăстаччӗ вăл, ачасене юптарса парса тӗлӗнтеретчӗ. Çимӗке кайсан ăнсăрт­ран ун вилтăприйӗ патне килсе тухрăм. Хӗрес çинчи сăнӳкерчӗк­рен те кулса пăхса ларать вăл. Шлепкепе, чеен куç хӗснӗ евӗр. Çапла çак картина çуралчӗ. (Эпир Яшка-кинон вилтăприне ӳкернӗ «Вероятность полета» картина умне пырса тăтăмăр).  

– Вилӗм теми çăмăл мар. Хумхануллă, хăратать те. Ку картинăра çутă кулăш туйăмӗ пур. Яшка-кино леш тӗнчере те пурнăç пур тенӗн йăл кулса ларать. 

– Хӗрес çине ку йышши сăн­ӳкерчӗк лартмаççӗ. Те урăххи пулман? Мӗн пуррипе çырлахнă пулӗ. Ман шутпа, сăнӳкерчӗк ун кăмăлне, характерне çав тери лайăх сăнлать.  

– «Армагеддон» çинчен ыйтмасăр пултараймастăп. Вăл сирӗн чи паллă ӗçсенчен пӗри. Курава ун фоторепродукцине илсе килнӗ эсир. Каласа парăр-ха ун историйӗ çинчен?

– Ку картинăпа 20 çула яхăн ӗçлерӗм. 1985 çулта Германие кайсан Бухенвальдра пултăм. Чун-чӗрене хускатса туйăмсене пăтратрӗ вăл. Таврăнсан ӳкерес шухăш вăранчӗ. Чăн-чăн тамăк унта. Сюжет варринче Армагеддон, ăна арçын сăнарӗ урлă кăтарт­рăм. Малтанласа картинăн варринчи пайӗ кăначчӗ. Виçӗ пайран тăрать вăл. Кайран тепӗр икӗ пайне çыртăм. Сюжетпа ӳнерçӗ пейзаж ӳкерме уя тухать, анчах киçтӗк айӗнчен вăрçă тухать. Çапла майпа ӳнерçӗ вăрçăсем тӗнче пӗтесси патне çитерме пултарассине аса илтерет. Пӗрремӗш хут «Армагеддона» Мускавра, унтан Хусанта кӑтартрӑм. Картинӑн калăпăшӗ 3 метр ытла. Ырӑпа усал кӗрешӗвӗ тӗп вырăнта. Этем пулса кайнăранпа çак вăйсем пӗр-пӗрне хире-хирӗç тăраççӗ.  Усал тымарӗ мӗнре пулнине пӗлес килчӗ. Çын сăнарӗ урлă кăтартнă Армагеддон мӗнпур усал ӗçсене йӗркелесе тăрать. Вăл «тăрăшнипех» Египет цивилизацийӗ те, грексен культури те арканнă. Çак мӗнпур хӑрушлӑха аса илтерекенни художник. Сăмах май, картинăри пейзаж – тăван ял тăрăхӗ. Атте çурчӗ те пур унта. Тӗнчере пӗр саманта та хирӗçтăрусем чарăнманнипе ӳнерçӗ алли урлă ирӗксӗрех вăрçă сăнланать. Кӗтӳçӗ вара Христоса палăртать. Кӗтӳçӗн кӗтӗве ертсе пымалла, пӑхмалла. Кашни патша хăй халăхне пăхма пӗлмелле, унсăрăн этемлӗх Армагеддон патне çитет. Çавна калас терӗм. 

– Сирӗн шутпа художникӑн пурнăçăн мӗнпур енне сăнламалла? 

– Ку унăн тивӗçӗ. Енчен те ӳнерçӗ укçашăн кăна ӗçлесен вӑл хӑйӗн профессине тӳрре кăлармасть. Художниксем журналистсем евӗр пурнӑçа тӗрлӗ енчен кăтартмалла. Паллах, таврара мӗн пулса иртни çине куç хупма, пурнăçăн хамăра тивӗçтерекен енӗсене кăна курма та пултаратпӑр. Анчах эп апла пултараймастăп. 

– Владимир Яковлевич, творчествăри хӗрарăм теми çинчен ыйтмасăр пултараймастăп. Черчен те хитре вӗсем, кулăш туйă­мӗпе çыратăр. Тӳпере те ярăнса вӗçекеннисем пур, уйра чечек хушшинче выртаканнисем те. Ăçтан илетӗр ку сăнарсене? 

– Ял пикисен хитрелӗхне уçас тӗллевпе те çыратăп вӗсене. Нумайăшӗ ял хӗрарăмӗ ӗçпе кăна пурăнать теççӗ те. Ку тӗрӗсех мар. Унта та тӗрли пур. Салтак тӳми çеçкине татса юратать-юратмасть тесе тӗмсӗлсе ӗмӗтленекеннисем те, çепӗç чунлисем те, вăйлисем те – тӗрли пур. Хӗрарӑмсен тӗнчи анлă. Унăн тӗп тивӗçӗ – çӗнӗ пурнӑç парасси. Эпӗ хӗрарӑм сӑнарне яланах пысăк хисеппе сăнлатăп. Тăрăхласа кулас туртăм нихăçан та пулман, ăшшăн кулнисӗр пуçне. Хавхалану пирки калас пулсан – пурнăç вăл хăй хавхалану. Хавхалану вăл ӗç вăхăтӗнче хăйпе хăйех çуралать. 

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев