News by date 16 December 2016
-
Ан пăлханăр!
Тутарстан Республикин Правительстви банксемпе çыхăннă лару-тăру пирки çапла хыпарлать: «Хисеплӗ граждансем! Юлашки вăхăтра халăхра республика банкӗсенчен укçа хывма чӗнекен, банксем хупăнни çинчен калакан сас-хура тухрӗ. Кунашкал хыпарсем чăн лару-тăрупа тӳрре килмеççӗ, вӗсене халăха пăлхантарас тӗллевпе сараççӗ. Республикăри банк секторӗн лару-тăрăвӗ тимлӗхре пулнине пӗлтеретпӗр. Тутарстан банкӗсен клиентсем умӗнчи тивӗçсене пурнăçлама капиталӗ...
-
Тутарстан рейтингра пӗрремӗш
«Медиалогия» компани РФ Президенчӗ В.Путин 2012 çулхи май уйăхӗнче алă пуснă «май указӗсене» пурнăçлассипе Раççей регионӗсен медиарейтингне хатӗрленӗ. Тутарстан Республики патшалăх управленийӗн сферинчи рейтинг таблицинче пӗрремӗш пулнă. Ун хыççăн Дагестан, Приморски крайӗ пыраççӗ. Тутарстана рейтингра пӗрремӗш вырăна тухма ТР патшалăх услугисен порталӗ пулăшнă. Паян порталта 1,5 миллион харпăр кабинет регистрациленнӗ,...
-
Чăваш чӗлхипе литература олимпиади
Чăваш Республикин вӗрентӳ тытăмӗ тӗрлӗрен конкурс-олимпиадăсем ирттерет. Унта Тутарстанри вӗренекенсем те хастар хутшăнни, паллах, савăнтарать. Ку ӗçре уйрăмах Анат Камăри чăваш гимназийӗн ачисем палăрнă. Шупашкар çумӗнчи этнолагерьте канакансен шутӗнчен те Тутарстанран пултаруллă 16 ача пулнă. Çакăн çинчен пире ЧР Вӗренӳ институтӗнчи наци вӗрентӗвӗн центрӗн заведующийӗ Ирина Степанова каласа пачӗ. Вăл...
-
Çӗнӗ çул сăввисем
МАРИНЕ ЧĂРĂШӖ Ян та ян паян шкулта, Çӗнӗ çул пырать кунта. Карталаннă ачасем - Вăйăсем выляç вӗсем! Тӗрлӗ-тӗрлӗ костюмпа, Пур пакша кунта, упа, Акăшпи те Кӗлпике, Юман-паттăр, Пӳрнеске. Тӗлӗнтермӗш пур вара - Икӗ чăрăш уявра! Пысăк чăрăш - варринче, Юнашар ав - Марине! Вăл та чăрăш, симӗсси, Пур енне кăнтать...
-
Хăнăхусăр лайăх салтак пулаймăн
Герой кунӗнче, декабрӗн 9-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче «Патриотизм тата çар тивӗçне парăнни, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин пахалăхӗ» темăпа ОБЖ вӗрентекенӗсен регионсем хушшинчи семинарӗ иртрӗ. Унта Çӗпрел, Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗсенчи ОБЖ предметне вӗрентекенсем хутшăнчӗç. Тӗлпулу район центрӗнчи П.В.Дементьев ячӗллӗ паркра семинара хутшăнакансене кӗтсе илнипе пуçланчӗ. Çар техникин экспоначӗсем çинчен...
-
Интернатри тӗлпулу
Анат Камăри 34№ гимнази-интернатра вӗренӳ çулталăкӗ тăршшӗпех хулари чăваш çыравçисемпе, паллă чăвашсемпе тăтăшах тӗлпулусем иртеççӗ. Пирӗн çыравçăсем çамрăк мар пулин те питӗ активлă. Мероприятисене йыхравласан хаваспах килеççӗ. Раштав уйăхӗн 5-мӗшӗнче гимнази-интернатра Дмитрий Храмов поэтпа тӗлпулу иртрӗ. Дмитрий Иванович Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнче çуралса ӳснӗ. 1970 çулсен вӗçӗнче вăл çемйипе Анат...
-
Йӗлмелсем виççӗмӗш
Нумай пулмасть Çӗнӗ Йӗлмел (Çӗпрел районӗ) шкулӗнчи хӗрсен баскетбол команди зонăри ăмăртуран пысăк çитӗнӳпе таврăнчӗ. Маларах районти ăмăртура мала тухнăскерсем Апасра иртнӗ зона ăмăртăвӗнче район чысне хӳтӗлерӗç. Унта Çӗпрел, Тури Услон, Пăва, Апас, Ешӗлвар, Кайпăç, Теччӗ, Камско-Устьински районӗсенчен пурӗ 8 команда хутшăнчӗ. Çавна кура республика ăмăртăвне каймалли путевкăшăн тупăшу чăнах...
-
Наратлăсем ăмăртура
Çулленхи йăлана кӗнӗ йӗлтӗр сезонне Пӗкӗлме хулинче декабрӗн 10-мӗшӗнче хаваслăн уçрӗç. Ăмăртăва хулапа районсенчен 200 ытла спортсмен хутшăнчӗ. Наратлă йӗлтӗрçисем ку ăмăртуран пӗр çул та юлман. Хальхинче те хăйсен ӳсӗм çулӗнче призлă вырăнсене йышăнса таврăнчӗç. Ялти шкулсенче вӗренекенсен хушшинче Наратлăри арçын ачасен команди (Артур Азизовпа Дмитрий Егоров, Андрей Григорьев), акă,...