Чăваш чӗлхипе литература олимпиади
Чăваш Республикин вӗрентӳ тытăмӗ тӗрлӗрен конкурс-олимпиадăсем ирттерет. Унта Тутарстанри вӗренекенсем те хастар хутшăнни, паллах, савăнтарать. Ку ӗçре уйрăмах Анат Камăри чăваш гимназийӗн ачисем палăрнă. Шупашкар çумӗнчи этнолагерьте канакансен шутӗнчен те Тутарстанран пултаруллă 16 ача пулнă. Çакăн çинчен пире ЧР Вӗренӳ институтӗнчи наци вӗрентӗвӗн центрӗн заведующийӗ Ирина Степанова каласа пачӗ. Вăл...
Чăваш Республикин вӗрентӳ тытăмӗ тӗрлӗрен конкурс-олимпиадăсем ирттерет. Унта Тутарстанри вӗренекенсем те хастар хутшăнни, паллах, савăнтарать. Ку ӗçре уйрăмах Анат Камăри чăваш гимназийӗн ачисем палăрнă. Шупашкар çумӗнчи этнолагерьте канакансен шутӗнчен те Тутарстанран пултаруллă 16 ача пулнă. Çакăн çинчен пире ЧР Вӗренӳ институтӗнчи наци вӗрентӗвӗн центрӗн заведующийӗ Ирина Степанова каласа пачӗ. Вăл Хусанта декабрӗн 12-14-мӗшӗсенче чăваш чӗлхи тата литературипе иртнӗ республика олимпиадине хутшăнакансен ӗçӗсене хаклама килнӗччӗ.
Жюри членӗсем кăçалхи ӗçсене пӗтӗмӗшле «4+» паллă лартаççӗ. Заданисенчи ыйтусене хуравласа пурӗ 50 балл пуçтарма май пулнă-тăк, 30 балран иртнисем чылайăн пулни, 40 балран иртекенсем те пурри - ачасем олимпиадăна лайăх хатӗрленнине пӗлтерет. Ирина Алексеевна пӗлтернӗ тăрăх, хăш-пӗр ачасем вырăс шкулӗсем валли хатӗрленӗ программăпа вӗренеççӗ пулсан та, вӗсен чӗлхе тăрăмӗ чакса ларман-ха. Олимпиадăра ачан пӗлӳ шайне кăна мар, пултарулăхне те, тавçăрулăхне те кăтартмалла.
Жюри палăртнă тăрăх, малти вырăна кăçал Çӗпрел, Аксу районӗсен, Анат Кама хулин вӗренекенӗсем тухнă. Çав вăхăтра иртнӗ çулсенче шав малти вырăнсене йышăнакан Апас районӗн ачисен çитӗнӗвӗсене курмарăмăр. Лениногорск, Пӗкӗлме, Элмет районӗсен представителӗсем те килеймен.
ТР ЧНКА ӗçтăвкомӗн ертӳçи Владимир Иванов олимпиадăна хутшăннă ачасене тата вӗсене хатӗрлекен педагогсене хисеп хучӗсем, пылак парнесем парса хавхалантарчӗ. Вăл пухăннисене республикăри чăваш автономийӗн тӗллевӗсем çинчен кӗскен каласа пачӗ.
Учительсене яланхи пекех çӗнӗ кӗнекесем çукки канăçсăрлантарать. Ку ыйтура халӗ те тăнăçлăх çук-ха: е вырăс шкулӗ валли кăларнисене ярса параççӗ, е пачах та çук. Шупашкарти специалистсем ăнлантарнă тăрăх, районсенчи чăваш чӗлхи вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗсем мӗнле кӗнекесем мӗн чухлӗ кирлине çырса хатӗрлесе заявкăсене Чăваш кӗнеке издательствине çитермелле. Лерен ТР Вӗрентӳ министерствин кӗнекепе тивӗçтерекен уйрăмӗпе çыхăнса ыйтăва татса пама хăвăртрах пултараççӗ.
Сăнӳкерчӗкре кăçалхи çӗнтерӳçӗ П.Васиков (сулахайра).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев