Наратлăсем ăмăртура
Çулленхи йăлана кӗнӗ йӗлтӗр сезонне Пӗкӗлме хулинче декабрӗн 10-мӗшӗнче хаваслăн уçрӗç. Ăмăртăва хулапа районсенчен 200 ытла спортсмен хутшăнчӗ. Наратлă йӗлтӗрçисем ку ăмăртуран пӗр çул та юлман. Хальхинче те хăйсен ӳсӗм çулӗнче призлă вырăнсене йышăнса таврăнчӗç. Ялти шкулсенче вӗренекенсен хушшинче Наратлăри арçын ачасен команди (Артур Азизовпа Дмитрий Егоров, Андрей Григорьев), акă,...
Çулленхи йăлана кӗнӗ йӗлтӗр сезонне Пӗкӗлме хулинче декабрӗн 10-мӗшӗнче хаваслăн уçрӗç. Ăмăртăва хулапа районсенчен 200 ытла спортсмен хутшăнчӗ. Наратлă йӗлтӗрçисем ку ăмăртуран пӗр çул та юлман. Хальхинче те хăйсен ӳсӗм çулӗнче призлă вырăнсене йышăнса таврăнчӗç.
Ялти шкулсенче вӗренекенсен хушшинче Наратлăри арçын ачасен команди (Артур Азизовпа Дмитрий Егоров, Андрей Григорьев), акă, иккӗмӗш вырăна тухса пьедесталăн иккӗмӗш картлашки çине хăпарчӗ. Хӗрсен команди (Елена Степанова, Анастасия Ямасовăпа Анна Васильева) вара виççӗмӗш вырăн йышăнчӗ.
Наратлăри шкул ачисемпе ял çамрăкӗсем тӗрлӗ шайри ăмăртусенчен çӗнтерӳсӗр таврăнни пулман-ха. Кунта ӗнтӗ шкулта физкультура вӗрентекен Павел Валентинович Желовановăн тӳпи пысăк, ачасемпе çамрăксене ăмăртăва шăпах вăл хатӗрлет вӗт.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев