News by date 17 June 2025
-
Йăран çинчи çумкурăкпа епле кӗрешмелле?
Пахчари çумкурăк кашни хуçашăн пуçа ыраттаракан япала. Кăçал çумăр ăшă хӗвеллӗ çанталăкпа улшăнса тăнăран пахчаçăсем çăмкурăк нумай пулнине палăртаççӗ. Вӗсен пахча сăн-сăпатне пăсаççӗ кăна мар, культурăллă ӳсентăрансене сиен кӳме те пултараççӗ. Тутарстанри «Россельхозцентрăн» регионти филиалӗн ертӳçин çумӗ Гузель Хусаинова йăран çинчи çумкурăкпа мӗнле кӗрешмелли çинчен аса илтерет.
-
Осиновăра 4-ри ача чӳречерен ӳкнӗ
Июнӗн 15-мӗшӗнче Ешӗлвар районӗнчи Осиново поселокӗнчи нумай хутлă пӗр çуртра хăрушă инкек пулнă.
-
Тутарстанра нумай ачаллă çемьесен колледжра вӗренекен ачисене укçа-тенкӗ парса пулăшасшăн
Тутарстанра нумай ачаллă çемьесен колледжра вӗренекен ачисене укçа-тенкӗ парса пулăшасшăн. Министрсен Кабинечӗн постановленийӗн проектне республикăри коррупцие хирӗç кӗрешекен комиссин сайтӗнче пичетленӗ.
-
Эрне хушшинче 12 çын путнă
Иртнӗ эрнере республикăри шыв-шурсенче 12 çын путса вилнӗ, вӗсенчен виççӗшӗ – çула çитмен ачасем. Çак хурлăхлă хыпара Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.