Тутарстанра нумай ачаллă çемьесен колледжра вӗренекен ачисене укçа-тенкӗ парса пулăшасшăн
Тутарстанра нумай ачаллă çемьесен колледжра вӗренекен ачисене укçа-тенкӗ парса пулăшасшăн. Министрсен Кабинечӗн постановленийӗн проектне республикăри коррупцие хирӗç кӗрешекен комиссин сайтӗнче пичетленӗ.
Проекта ырласан, тӳлевсене сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пама тутăнаççӗ. Компенсацие 18 тултарман виçӗ е ытларах ачаллă çемьесене параççӗ. Ăна ывăлӗ е хӗрӗ куçăн майпа вӗренет пулсан 23 çула çитиччен илме пулать.
Компенсаци вӗреннӗшӗн тӳлевӗн 30 проценчӗпе танлашать. Çемьере иккӗ е ытларах ача вӗренсен, субсидие кашнине памалла. Тӗп услови – Тутарстанри колледжра вӗренни. Тӳлеве договор тунă ашшӗ-амăшӗ е студент хăй, 18 тултарсан илме пултарать.
Субсиди валли укçа-тенкӗ республика бюджетӗнчен Тутарстанри Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви урлă парăнать. Министерство программăна епле пурнăçланине тӗрӗслесе тăрӗ.
Заявление Районти материаллă пулăшу паракан центр е ТР Патшалăх услугисен порталӗ урлă памалла. Унсăр пуçне вӗренӳ договорӗн копийӗ, тӳлеве çирӗплетекен документ, çавăн пекех вӗренӳ формине çирӗплетекен справка пулмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев