Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Эрне хушшинче 12 çын путнă

Иртнӗ эрнере республикăри шыв-шурсенче 12 çын путса вилнӗ, вӗсенчен виççӗшӗ – çула çитмен ачасем. Çак хурлăхлă хыпара Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Çăлавçăсем республикăра пурăнакансене шыв çинчи хăрушсăрлăхăн правилисене пăхăнмаллине аса илтереççӗ. Вилнисен шутӗнче çула çитмен ачасем пулни уйрăмах пăшăрхантарать. Инкекӗн тӗп сăлтавӗ – юраман вырăнта шыва кӗни тата ӗçкӗ.

Шыва кӗмелли сезон пуçланнăранпа çăлавçăсем тăтăшах профилактика рейдӗсем ирттереççӗ.  Çапах та кун пек чух çăлавçăсем çине кăна шанни тӗрӗс мар, кашни çыннăн хăрушсăрлăх правилисене асра тытса тимлӗрех пулмалла. Шыв хӗрринче ачасемпе каннă чухне  вӗсене пӗр минутлăха та тимлӗхсӗр хăвармалла мар.

Раççей МЧСӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: купание безопасность водоемы Татарстана МЧС РТ