Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Йăран çинчи çумкурăкпа епле кӗрешмелле?

Пахчари çумкурăк кашни хуçашăн пуçа ыраттаракан япала. Кăçал çумăр ăшă хӗвеллӗ çанталăкпа улшăнса тăнăран пахчаçăсем çăмкурăк нумай пулнине палăртаççӗ. Вӗсен пахча сăн-сăпатне пăсаççӗ кăна мар, культурăллă ӳсентăрансене сиен кӳме те пултараççӗ. Тутарстанри «Россельхозцентрăн» регионти филиалӗн ертӳçин çумӗ Гузель Хусаинова йăран çинчи çумкурăкпа мӗнле кӗрешмелли çинчен аса илтерет.

Çумкурăкран хăтăлас тесен çак сӗнӳсене пăхăнмалла:

  • çумкурăка вăйлă тымар системине аталантарма ӗлкӗриччен татмалла;
  • çумланă хыççăн çумкурăкăн пур пайне те пуçтармалла;
  • çумăр çунă тата шăварнă хыççăн çумласан ӳсентăран тымарӗсем нӳрлӗ çӗр ăшӗнчен çăмăллăн тухаççӗ, унăн тымарӗсене пӗтӗмпех кăларса илме пулать;
  • йăран çинчи çумкурăка тăтăшах тасатса тăмалла;
  • çумкурăка ӳсме чăрмантаракан мульчăпа усă курмалла;
  • тăпрана компостпа çеç çемçетмелле, мӗншӗн тесен  тислӗк çинче ӳсентăран вăрри нумай юлать;
  • йăрансене пӳлсен хăш-пӗр культурăллă ӳсентăрансем, сăмахран, хӗрен, топинамбур, хăмла çырли ӗрчесе каймаççӗ;
  • йăрансем тавра 50 см тарăнăш шифер, тимӗр листасем е ятарлă лента чавса лартмалла.

Хӳтлӗх материалӗсемпе усă курни те  çумкурăкпа кӗрешмелли тепӗр меслет. Участока витӗр курăнман пирпе е ытти материалпа, сăмахран, хура пленкăпа, агроволокнăпа е картонпа витсен те аван пулать.

Пахчаçимӗç акиччен пӗр уйăх маларах  эрех хутăштарнă шывпа тăпрана имçамласан çумкурăк хăвăрт та туслăн ӳссе тухать. Çакă вӗсене харăсах çумлама пулăшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство огород садоводство дача сорняки