News by date 18 June 2025
-
Июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта Акатуй иртет
Чăваш Енре иртекен ака-суха уявне кăçал Чӑваш автономи облаçне йӗркеленӗренпе 105 çул çитнине халалланă.
-
Тутарстансем кӗркунне ТР Раисне суйлаççӗ
Сентябрӗн 14-мӗшӗнче республика çыннисем регион ертӳçине суйлаççӗ. Сасӑлава Тутарстан Республикин Конституцийӗпе тата Суйлав кодексӗпе килӗшӳллӗн ирттерме палӑртнӑ.
-
Регистрацилемен йытăсен хуçисене штраф тӳлеттерме пуçлаççӗ
Çӗнӗ правилăсем Тутарстанра июлӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗреççӗ. ТР Министрсен Кабинечӗн Ветеринарин тӗп управленийӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн килти йытăсене регистрацилеменшӗн административлă явап тыттараççӗ.
-
Хусан Раççей культура порчӗ пулса тăрӗ
Тутарстанăн тӗп хулинче «Культурный десант 45/25» культурăпа патриотла проект шайӗнчи мероприятисем июнӗн 19-мӗшӗнче иртеççӗ.