Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан Раççей культура порчӗ пулса тăрӗ

Тутарстанăн тӗп хулинче «Культурный десант 45/25» культурăпа патриотла проект шайӗнчи мероприятисем июнӗн 19-мӗшӗнче иртеççӗ.

«Культурный десант 45/25» – музыка, сăнарсемпе сăмах урлă Аслă Çӗнтерӳ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин тата хальхи вăхăтри паттăрсем çинчен каласа паракан проект. Культура иртнӗ пурнăçăн ăс-хакăлӗпе хаклăхӗсене упраса хăварать кăна мар, пуласлăх сăнарне те йӗркелет.

Проект РФ президенчӗн культура пуçарăвӗсен фончӗпе Чулхула облаçӗн правительстви пулăшнипе пурнăçланать. Йӗркелӳçӗсем – РФ Обществăлла Палатин пайташӗ Петр Лундстрем тата продюсер Анна Хованова никӗсленӗ «КА22» концерт агентстви.

«Культурный десант 45/25» проектăн   символӗ искусствăлла интеллектпа пуянлатнă «Метеор 120Р». Метеор проекта хутшăнакансене Атăл тăрăх илсе çӳрет, пысăк хуласенче чарăнать. Проект маршручӗн иккӗмӗш хули  Хусан пулса тăрӗ.

Мероприятисене хутшăнма регистраци иртсе QR-код илмелле.

ТР Культура министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: патриотизм Герои СВО 80-летие Великой Победы