Регистрацилемен йытăсен хуçисене штраф тӳлеттерме пуçлаççӗ
Çӗнӗ правилăсем Тутарстанра июлӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗреççӗ. ТР Министрсен Кабинечӗн Ветеринарин тӗп управленийӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн килти йытăсене регистрацилеменшӗн административлă явап тыттараççӗ.
Республикăри йытăсене пурне те ветеринари учрежденийӗсенче регистрацилесе чипировани иртмелле. Çак йышăнăва хуçасен яваплăхне ӳстерес тата çынсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес тӗллевпе тунă.
Çӗнӗ правилăсем тăрăх, январӗн 1-мӗшӗ хыççăн çуралнă йытă çурисене виçӗ уйăх хушшинче регистрацилемелле. Çак кунччен çуралнăскерсене кăçал декабрӗн 31-мӗшӗччен регистрацилемелле. Çитӗннӗ йытă туянсассăн регистрацие 30 кун хушшинче иртмелле. Тутарстанра йытă вăхăтлăха (30 талăкран ытла мар) килсен регистраци тумалла мар.
Регистраци пулмасан 2 пин тенкӗрен пуçласа 4 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттереççӗ. Тепӗр хут закона пăсассăн 5 пин тенкӗ кăларса памалла пулать.
Хуçасăр çӳрекен йытăсем çинчен вырăнти хăй тытăмлăх органӗсене пӗлтермелле.
«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев