Тутарстансем кӗркунне  ТР Раисне суйлаççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстансем кӗркунне ТР Раисне суйлаççӗ

Сентябрӗн 14-мӗшӗнче республика çыннисем регион ертӳçине суйлаççӗ. Сасӑлава Тутарстан Республикин Конституцийӗпе тата Суйлав кодексӗпе килӗшӳллӗн ирттерме палӑртнӑ.

Законпа килӗшӳллӗн, кандидатсене политика партийӗсем кăна тӑратма пултараççӗ, суйлава кандидатурӑна хӑй тӗллӗн тӑратнисене йышăнмаççӗ.

Республикӑна 2010 çултанпа ертсе пыракан Рустам Минниханов тӗп претендентсенсен пӗри. Майăн  30-мӗшӗнче «Единая Россия» парти ăна кандидат пулма суйланӑ, июнӗн 26-мӗшӗнче  партин регионти конференцийӗнче йышӑнӑва çирӗплетнӗ.

Унсăр пуçне çак кун республика çыннисем  вырăнти хăйтытăмлăх органӗсене  7 500 ытла депутата  тата Патшалӑх Канашӗн пӗр депутатне те суйлаççӗ.

«Эпир çӗнӗ суйлав кампанине пуçлатпăр, пирӗншӗн республикӑри кашни суйлавçăн сасси пӗлтерӗшлӗ пулнине пӗлни кирлӗ. Суйлав системин ӗçӗ пуçланчӗ, эпир суйлава хатӗрленмелли тата ирттермелли тапхӑр уçӑ, витӗр курӑнакан тата законлӑ пултăр тесе ӗçлӗпӗр», – палӑртнă Республикӑри Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.


Нет комментариев