News by date 18 August 2025
-
«Ростки» форумра Рустам Минниханов Тутарстана Китайпа нумай енпе ӗçлеме интереслӗ пулнине палăртрӗ
Паян, августăн 18-мӗшӗнче «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче «РОСТКИ: Россия и Китай – взаимовыгодное сотрудничество» форум тата Russia China Expo курав уçăлчӗç. Церемоние Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов, Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ Олег Николаев, Оренбург облаçӗн губернатор тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Солнцев хутшăнчӗç.
-
Тутарстанра контракт çыракансене 3,1 миллион пин тенкӗ параççӗ
РФ Оборона министерствипе контракт тăвакансене тӳлессипе республика регионсен хушшинче пӗрремӗш вырăн йышăнать. Пӗр хутчен парăнакан тӳлеве иртнӗ эрнере 600 пин тенке ӳстерчӗç. Халӗ вăл 3,1 миллион тенкӗпе танлашать. Раççейре парăнакан чи пысăк тӳлев 2 пайран тăрать: 2,7 млн тенкӗ республика тӳлет, 400 пин тенкӗ – РФ Оборона министерстви.
-
Арбузпа дыня варенийӗ
Арбузпа дыньăна хуппипе вăррисенчен тасатса пысăках мар тăваткалсем туса вакламалла. Сахăр хушса çӗрлене хăвармалла. Ирхине вăтам çулăм çинче вӗреме кӗртсен 10 минут пӗçермелле.
-
Кун мӗнле, декабрь уйăхӗ çапла пулать тенӗ
• Çурла уйăхӗн 18-мӗшӗ – Евстигней Житник. Ӗлӗк çак кун çӗнӗ урпа çăнăхӗнчен çăкăр пӗçернӗ. Ăна суханпа çисен сывлăх хушăнасса шаннă.
-
Финанс лару-тӑрӑвне лайӑхлатма шанăç пулать çак кунсенче
Ӗçтешсемпе ӗçпе çыхăнман ыйтусене татса явма, пӗр-пӗр çӗрте тӗлпулу йӗркелеме меллӗ кунсем. Кил-çурта тасатса тирпейлеме, сӗтел-пукана улӑштарма лайăх.