Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Ростки» форумра Рустам Минниханов Тутарстана Китайпа нумай енпе ӗçлеме интереслӗ пулнине палăртрӗ

Паян, августăн 18-мӗшӗнче «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче «РОСТКИ: Россия и Китай – взаимовыгодное сотрудничество» форум тата Russia China Expo курав уçăлчӗç. Церемоние Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов, Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ Олег Николаев, Оренбург облаçӗн губернатор тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Солнцев хутшăнчӗç.

Паян, августăн 18-мӗшӗнче «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче «РОСТКИ: Россия и Китай – взаимовыгодное сотрудничество» форум тата Russia China Expo курав уçăлчӗç. Церемоние Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов, Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ Олег Николаев, Оренбург облаçӗн губернатор тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Солнцев, Раççей Федерацийӗн строительство тата ÇКХ министрӗн çумӗ Юрий Муценек, Китайӑн Хусанти Генеральнӑй консулӗ Сян Бо, Китайӑн Шаньдун провинцийӗн Халӑх политика консультаци канашӗн парти ушкӑнӗн пайташӗ Тан Чжоуянь, ТР Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи Талия Минуллина хутшӑнчӗç.

Рустам Минниханов  «РОСТКИ» форум Раççейпе Китай хутшăнăвӗсен тата çӗршывсен эксперчӗсене, ӗçлӗ юлташлăха пӗрлештерекен  пӗлтерӗшлӗ мероприятисенчен пӗри пулнине палăртрӗ. «Раççейпе Китай нумай çулсем хушши икӗ енлӗ стратегилле пӗлтерӗшлӗ хутшăнусене аталантарса пыраççӗ. Вăл пӗр-пӗрне хисеплени, шанни çинче никӗсленнӗ. Паян икӗ патшалăхăн ертӳçисем тăрăшнипе çак туслăх экономикăна кăна мар гуманитари аспекчӗсем çине те сарăлать», – терӗ ТР Раисӗ.  Рустам Минниханов Тутарстан  Китайпа хутшăнусене пысăк тимлӗх уйăрнине палăртрӗ. Пӗлтӗр октябрь уйăхӗнче иртнӗ БРИКС саммитне асăнса Китай Халăх Республикин Председателӗ Си Цзиньпин хусансен тараватлăхӗпе тата саммит шайӗпе кăмăллă юлнине аса илчӗ.

Республика ертӳçи Хусанпа Китай хулисен хушшинче тӳрӗ авиалинисем пурри ӗçлӗ хутшăнусемпе туризмри çыхăнусене аталанма пулăшнине палăртса хăварчӗ. Халӗ Хусантан Шанхая кăна мар тӳреммӗнех Саньяна та çитме пулать.

Кăçал май уйăхӗнче «Волга – Янцзы» форматпа регионсен хутшăнăвӗсен V ларăвӗ иртнине те манса хăвармалла мар. Вăл та икӗ енлӗ çыхăнусемшӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ. Рустам Минниханов Китайпа çӳллӗ технологисен, биоэнергетика, биомедицина, электроника сферисенче ӗçлеме интереслӗ пулнине каларӗ. Тутарстаншăн Китай рынокне тиев машинисемпе, вертолетсемпе, кимӗ-карапсемпе, шинăсемпе, нефть продукчӗсемпе, медицина инструменчӗсемпе тата ытти япалапа тухма интереслӗ. Регионсен хушшинчи тавар çаврăнăшӗ 2024 çулта, сăмахран, 3,3 миллиард долларпа танлашнă. Паллах, çак шайпа лăпланса ларасшăн мар. Республика ертӳçин шучӗпе, икӗ енлӗ хутшăнусен потенциалӗ пысăк.  

«Ростки» форум шайӗнче вара тӗрлӗ енпе 60 ытла ӗçлӗ сесси пулмалла. Вӗсем промышленность, экономика, финанс, вӗрентӳ, культура, транспорт, туризм сферисене пырса тивеççӗ. «Пире çак икӗ кунра тӗрлӗ тӗлпулусем, Тутарстанăн промышленность предприятийӗсем тата культура еткерӗн объекчӗсем тăрăх экскурсисем кӗтеççӗ. Пурне те тухăçлă ӗçлеме сунатăп», – терӗ Рустам Минниханов.

Китайăн Хусанти консулӗ Сян Бо «Ростки» уйрăмах бизнесшăн усăллă пулнине палăртрӗ. Китайран 200 ытла компани килнӗ форума. «Икӗ çӗршывăн предприятийӗсем суту-илӳ, инвестицисен тата ытти сферăсенче нумай енпе калаçса килӗшессе шанас килет. Ку хăйне май Китайпа Раççей хутшăнăвӗсене анлăлатма пулăшӗ», – терӗ консул.

Форума чаплă лару-тăрура уçнă хыççăн хăнасем Russia China Expo куравăн экспозицийӗсемпе паллашрӗç. 10 пин тăваткал метр лаптăкра пӗтӗмпе 68 экспонент хăйӗн продукцийӗпе паллаштарчӗ. Çавсен шутӗнче Раççейӗн, Китайăн, Турцин, Кăркăсстанăн ертӳçӗ предприятийӗсем. Культура программисене ирттерме уйрăм площадка хатӗрленӗ. Форум хăнисем кашнин патне çитме тăрăшрӗç. Тутарстан экспозийӗнче вӗсене Марат ятлă робот кӗтсе илчӗ. Чи малтан вăл тутарла юрласа пачӗ, унтан темиçе чӗлхепе сывлăх сунчӗ. Республика ертӳçисем унпа калаçăва хутшăнма та ӳркенмерӗç. Унтан делегаци SOLLERS Алабуга туса кăларакан автомобильсен çӗнӗ моделӗпе паллашрӗ. Çемье минивенӗ кӗркунне рынока тухмалла. Китай компанийӗсем те автомобильсен нумай моделӗсене илсе килнӗ. Руль умне ларсах интересленчӗç – меллӗлӗхпе, хăтлăхпа, техника характеристиксемпе.

Курав павильонне кӗнӗ çӗрте хушма чăнлăхлă (дополненная реальность) куçаруçă-куçлăх стендне вырнаçтарнă. Рустам Минниханов куçлăха тăхăнсах тӗрӗслерӗ. Вăл ют чӗлхепе çырнине çийӗнчех вырăсла куçарать иккен. Çакăнтах Раççей операци системиллӗ ноутбуксемпе, телефонсемпе паллашма пулчӗ.

Пӗтӗмлетсе каласан, куравра ял хуçалăхран пуçласа IT-индустрири çӗнӗлӗхсем таран курма пулчӗ. Çын пурнăçӗн кашни сферине çутатма тăрăшнă йӗркелӳçӗсем.

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата russiachinaforum2025.tass сайтӗнчен, t.me/oanikolaev Телеграм -каналӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Ростки: Россия и Китай