Тутарстанра контракт çыракансене 3,1 миллион пин тенкӗ параççӗ
РФ Оборона министерствипе контракт тăвакансене тӳлессипе республика регионсен хушшинче пӗрремӗш вырăн йышăнать. Пӗр хутчен парăнакан тӳлеве иртнӗ эрнере 600 пин тенке ӳстерчӗç. Халӗ вăл 3,1 миллион тенкӗпе танлашать. Раççейре парăнакан чи пысăк тӳлев 2 пайран тăрать: 2,7 млн тенкӗ республика тӳлет, 400 пин тенкӗ – РФ Оборона министерстви.
Укçа тӳленисӗр пуçне контрактниксене çар тумӗпе, ытти хатӗрсемпе туллин тивӗçтереççӗ, ют çӗртен килекенсене çул укçи тӳлеççӗ, контракта пӗр кун хушшинче çырма пулать, медицина тӗрӗслевне те хăвăрт иртме май пур. Унсăр пуçне СВОна хутшăнакансене тата вӗсен çемйисене ТР Юстици министерствинче регистрациленӗ 3 пине яхăн тӗрлӗ пулăшу парăнать.
«Ятарлă çар операцине хутшăнакансем Раççей патшалăхӗн интересӗсене хӳтӗлеççӗ. Эпир вӗсене пулăшу пама тăрăшатпăр. Вăй çитнӗ таран малалла та пулăшăпăр», – пӗрре мар палăртнă ТР Раисӗ Рустам Минниханов.
Раççейӗн ытти регионӗсенче пурăнакансем Тутарстанра контракт çырсан вырăнта парăнакан тӳлевсемпе çăмăллăхсене илме пултараççӗ. Контракт условисене https://heroes-tatarstan.ru сайтра, 117 (республикăра пурăнакансем), 8 (800) 222-59-00 (ытти регионта пурăнакансем валли) номерсемпе шăнкăравласа пӗлме пулать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев