Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Финанс лару-тӑрӑвне лайӑхлатма шанăç пулать çак кунсенче

Ӗçтешсемпе ӗçпе çыхăнман ыйтусене татса явма, пӗр-пӗр çӗрте тӗлпулу йӗркелеме меллӗ кунсем. Кил-çурта тасатса тирпейлеме, сӗтел-пукана улӑштарма лайăх.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Сирӗн сӳрӗк кӑмӑл-тăр. Çавăнпа çынсем ятарласа çиллентересшӗн, тарăхтарасшăн пек туйăнать. Арçынсене пуçлăхпа пӗр чӗлхе тупма йывăр, харкам хутшăнусене те аван теме çук. Ӗç шыракан хӗрарӑмсемшӗн, çӗнӗ ӗçе хăнăхакансемшӗн  ăнăçлă вăхăт.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Çын çинче ырă ят илессишӗнех ан хастарланăр. Опытлă çынсен ăслă канашне итлени вырăнлă халь.  Арçынсем теветкелленсен тем мар, ăнăçу çумра пулӗ. Мӗнле йышӑну тунине кура хӗрарӑмсен пурнӑçӗ тӗпрен улшăнма пултарать. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V –21.VI 

Ку эрнере çынсене магнит пек туртатăр, кашни юрату, ырлӑх  парнелеме хатӗр. Пӗр-пӗр тупăш кӳрекен проекта укçа хывни тӳрре тухать. Питӗ тăрăшса ӗçлени арçынсене кирлӗ çынсемпе паллашма май парӗ. Хӗрарӑмсен çăмăллăнах укçа-тенкӗ ӗçлесе илӗç, творчествăра ăнăçу пулать. 

РАК 22.VI –22.VII

Ытлашши хăюллă пулнипе, васканипе йăнăшсем тăвас хăрушлăх пур. Ума лартнӑ тӗллевсем патне пӗчӗк утӑмсемпе çитни пуçран çӳлерех сикме тӑрӑшнинчен лайӑхрах. Арçынсен ӗçре те, вӗренӳре те пуçарулӑх кӑтартмалла. Хӗрарӑмсене çӗнӗ япала туянма лайӑх тапхӑр. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII

Çӗнӗ çынсемпе паллашма хатӗр пулӑр, вӗсем сире  ӗçре, пурнăçра пулӑшӗç. Йывăр пулсан та арçынсен укçа пухса унран тупăш илме тытăнмалла. Хӗрарӑмсен пурнӑçра ачалла кӳренӳсемпе комплекссем тупӑнаççӗ. Ашшӗ-амăшӗн юратӑвӗ çитменнипе-тӗр.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Çывӑх çыншӑн кӑмӑллӑ сюрприз туса тӑкакланнисем малашлӑхшăн усăллă пулӗç. Арçынсен харкам пурнӑçпа карьерӑран пӗрне суйласа илмелле. Хӗрарӑмсен тӑванӗсене тимлӗх уйӑрмалла. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Ӗçре пысӑк улшӑнусем кӗтеççӗ. Хӑвӑр тӗллӗн ӗçлӗр, унсӑрӑн ӑнӑçу пӗтӗ. Арçынсен таврари çынсене ырӑ тума тӑрӑшмалла. Çакă ырăпа таврăнӗ. Хӗрарӑмсен хутшăнусене çӗнетмелле, кунсем пӗрешкел иртни савнийӗре те, хăвăра та йăлăхтарать. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Хӗрӳлӗхе чакарăр, суя тӗллев патне ан васкăр, чăннипе ӗмӗтленни пурнăçланатех. Хастартарах пулсан арçынсен карьера тăвас шанчăк пур. Хӗрарӑмсем патне ăнăçу такăна-такăна тумхахлă çулпа çитет, тăнăçлăх кӳрет.

УХĂÇĂ 23.XI –21.XII 

Юратнă çыннăрпа хутшăнусем аван-и, туйăмсем сӳнмен-и? Пур-и вӗсен çутă малашлăх?  Арçынсене çак кунсенче кирек мӗнле ӗçре те ӑнӑçу кӗтет. Хӗрарӑмсемшӗн хӗвелтухăç практикисемпе аппаланни сывлăхшăн та усăллă, кăмăл-туйăма та çӗклет.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Ăнсăртран аманас хăрушлăх пур, халӑх йышлӑ çӳрекен çӗре ан тухăр. Арçынсен шăпана хирӗçлемелле мар, сире мӗн кирлине вăл хăйех пӗлет. Хӗрарăмсем пысӑк бизнеса е куçман пурлӑха укçа хывсан тупăш илеççӗ. Тӑванӑрсене пулӑшмалла, вӗсене халь эсир пулӑшни, юратни питӗ кирлӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Çемьере  мăшăрăрăн шухăш-кăмăлне шута илмелле, эсир час-час манатăр çакна. Çынпа хирӗçсе хутшăнусене татасран тытăнса тăмалла.  Арçынсене ку эрнере ăнать – сюрприз пулать, пысӑк тупӑш илетӗр. Хӗрарӑмсен çынсемпе ытлашши тӳрккес пулмалла мар. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Эрнипех хӑвӑра алӑра тытӑр, çак кунсенчи пулӑмсем сире ӑссӑрла ӗçсем тума хӗтӗртеççӗ. Çывӑх çыннăрсем темӗнле кăткăс  лару-тӑрура та пулăшаççӗ.  Ăс-хакăла ӳстерме тăрăшса кӗнекесем вулани, йога, ытти практикăпа аппаланни арçынсене телейпе пуянлăх кӳрӗ. Хӗрарӑмсен хирӗçекенсенчен, вăрçăнакансенчен пăрăнса çӳремелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп