News by date 18 December 2018
-
Тепӗр 100 ял хутлăхне автомобиль
ТР Президенчӗ Р.Минниханов районсенчи 100 ял хутлăхне çӗнӗ машинăсен уççине пачӗ. Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче чăвашсем те пур. Вӗсенчен пӗри Çӗпрел районӗнчи Упи ял хутлăхӗ. Унăн пуçлăхӗ Алексей Ярухин тăван тăрăха вӗр-çӗнӗ çӗнӗ машинăпа тата муниципаллă йӗркеленӗвӗн социаллă экономикине аталантарнăшăн панă Дипломпа таврăнчӗ.
-
Хусанта муниципалитетсен съезчӗ иртрӗ
Тутарстан Республикин муниципаллă йӗркеленӗвӗсен канашӗн XIII съезчӗ иртрӗ. Унта республикăн мӗнпур 956 муниципаллă йӗркеленӗвӗн пуçлăхӗ хутшăнчӗ. Съездра республикăн хула территорийӗсен кăна мар, ял хутлăхӗсен ыйтăвӗсене те сӳтсе яврӗç.
-
СИКТӖРМЕ МĂНУКНЕ САЛАМЛАТПĂР!
2018 çулхи кӗрхи сесси вăхăтӗнче хастар ӗçленӗ тата РФ законодательствине аталантарма пысăк пай кӗртнӗ Сиктӗрме (Элкел районӗ) мăнукне, КПРФ депутатне Сергей Иванович Казанкова РФ Патшалăх Думин Председателӗ Вячеслав Володин Тав çырăвӗпе чысланă. Саламлатпăр!
-
КОЛХОЗ САДИКӖНЧЕ ӖÇЛЕНИН ПЕНСИЙӖ ТЕ ӲСЕТ
1992 çулхи январӗн 1-мӗшӗччен Раççей Федерацийӗн е РСФСР территорийӗнче колхозра, совхозра машинапа трактор станцийӗсенче, хресченпе фермер хуçалăхӗнче ӗçлени (мӗнле должноçра ӗçлени шута кӗмест) льгота стажне кӗрет. Çав шутра колхоз ведомствине кӗрекен ача садӗнче ӗçлени те. Урăхла каласан, колхоз садикӗнче ӗçленӗ воспитательсен пенсине те 25 процента ӳстереççӗ, колхозри парткомра секретарь должноçӗнче ӗçленинне те.
-
ЯЛ ÇАМРĂКӖСЕМ ГЕРМАНИРЕН ТАВРĂНЧӖÇ
Республикăн ял хуçалăхӗнче ӗçлекен çамрăк специалисчӗсем, «Профессире чи лайăххи» конкурс çӗнтерӳçисем, Германире икӗ эрне стажировка иртрӗç.