Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СИКТӖРМЕ МĂНУКНЕ САЛАМЛАТПĂР!

2018 çулхи кӗрхи сесси вăхăтӗнче хастар ӗçленӗ тата РФ законодательствине аталантарма пысăк пай кӗртнӗ Сиктӗрме (Элкел районӗ) мăнукне, КПРФ депутатне Сергей Иванович Казанкова РФ Патшалăх Думин Председателӗ Вячеслав Володин Тав çырăвӗпе чысланă. Саламлатпăр!

Паян РФ Патшалăх Думи хăйӗн ӗçне савăнăçлă самантпа пуçăннă. 2018 çулхи кӗрхи сесси вăхăтӗнче хастар ӗçленӗ тата РФ законодательствине аталантарма пысăк пай кӗртнӗ 55 депутата РФ Патшалăх Думин Председателӗ Вячеслав Володин Тав çырăвӗпе чысланă.  Çак 55 депутат хушшинче чăвашсем те пур.  Вӗсенчен пӗри КПРФ партин депутачӗ, Марий Элта пурăнакан ентешӗмӗр, Сиктӗрме (Элкел районӗ) мăнукӗ – Сергей Иванович Казанков. Саламлатпăр! Малашне те пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России