Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тепӗр 100 ял хутлăхне автомобиль

ТР Президенчӗ Р.Минниханов районсенчи 100 ял хутлăхне çӗнӗ машинăсен уççине пачӗ. Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче чăвашсем те пур. Вӗсенчен пӗри Çӗпрел районӗнчи Упи ял хутлăхӗ. Унăн пуçлăхӗ Алексей Ярухин тăван тăрăха вӗр-çӗнӗ çӗнӗ машинăпа тата муниципаллă йӗркеленӗвӗн социаллă экономикине аталантарнăшăн панă Дипломпа таврăнчӗ.

Ял хутлăхӗсен республика конкурсне Çӗнӗ çул умӗн пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсене çӗнӗ машинăпа чысласси йăлара. Кăçал та çаплах пулчӗ, паян, декабрӗн 18-мӗшӗнче, ТР Президенчӗ  Р.Минниханов районсенчи 100 ял хутлăхне çӗнӗ машинăсен уççине пачӗ. Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче, паллă ӗнтӗ, чăвашсем те пур. Вӗсенчен пӗри – Çӗпрел районӗнчи Упи ял хутлăхӗ. Унăн пуçлăхӗ Алексей Ярухин тăван тăрăха вӗр-çӗнӗ машинăпа тата муниципаллă йӗркеленӗвӗн социаллă экономикине аталантарнăшăн панă Дипломпа таврăнчӗ. Алексей Егоровича тата конкурсра çӗнтернӗ ытти ял хутлăхӗсене чӗререн саламлатпăр! 

 Çаплах паян республикăри шкул автобусӗн паркӗ те тата 57 автобуспа çӗнелчӗ. Çӗнӗ автобуссене районсенчи вӗрентӳ уйрăмӗсене пачӗç. ( А. Ярухин архивӗнчи сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество