Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта муниципалитетсен съезчӗ иртрӗ

Тутарстан Республикин муниципаллă йӗркеленӗвӗсен канашӗн XIII съезчӗ иртрӗ. Унта республикăн мӗнпур 956 муниципаллă йӗркеленӗвӗн пуçлăхӗ хутшăнчӗ. Съездра республикăн хула территорийӗсен кăна мар, ял хутлăхӗсен ыйтăвӗсене те сӳтсе яврӗç.

Декабрӗн 18-мӗшӗнче Хусанти «Корстон» суту-илӳпе кану комплексӗнче Тутарстан Республикин муниципаллă йӗркеленӗвӗсен канашӗн XIII съезчӗ иртрӗ. Унта республикăн мӗнпур 956 муниципаллă йӗркеленӗвӗн пуçлăхӗ хутшăнчӗ. Съездра республикăн хула территорийӗсен кăна мар, ял хутлăхӗсен ыйтăвӗсене те сӳтсе яврӗç. ТР Президенчӗ вырăнти хăйтытăмлăхсен умӗнчи тӗп тӗллевсене палăртрӗ. Ку вăл агломерацисен малашнехи аталанăвӗ тата муниципалитетсен хушшинчи çыхăнăва çирӗплетесси.

Хальхи вăхăтра республика гражданӗсен пурнăçне лайăхлатма пурӗ 38 программа ӗçлет. «Стратеги – 2030» программăпа килӗшӳллӗн, республикăра Хусан, Кама тата Элмет чи пысăк агломерацийӗсене туса хумалла. Çавăнпа Р.Минниханов кашни агломераци канашӗн кураторне çирӗплетмеллине каларӗ. Ял хуçалăх çӗрӗпе тухăçлă усă курасси те муниципалитетсен тӗллевӗ. Шел те, Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗ 43 пин гектар çӗр усăсăр выртнине шута илнӗ.

Сулăм укçи ыйтăвӗ те тимлӗхсӗр юлмарӗ. ТР Президенчӗ ку программа яллă вырăнсен ыйтăвӗсене татса пама лайăх пулăшнине палăртса унăн кирлӗлӗхне халăха ăнлантарма хушрӗ. ( А. Ярухин сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев