News by date 19 November 2024
-
Хусан федераллă университечӗ хăйӗн 220 çуллăхне I Александр императора халалланă бюста уçса паллă тăвать
Хусан (Атăлçи) федераллă университет кăçал 220 çул тултарнине паллă тăвать, юбилей ноябрӗн 17-мӗшпе тӗл килет. Çак пӗлтерӗшлӗ пулăма Тутарстанри тӗп аслă шкул тӗрлӗ мероприяти ирттерсе паллă тума хатӗрленет. Раççейӗн вӗрентӳ сферинчи ХФУ пӗлтерӗшӗ пысăк. Сумлă юбилейпе университета РФ Президенчӗ Владимир Путин, ТР Раисӗ Рустам Минниханов саламлă çырусем янă.
-
ТР Биоресурссемпе патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем çыхса панă маскировка сечӗ мирлӗ çынсен пурнăçне çăлса хăварнă
Пӗр подьезда сирпӗтме вӗçекен камикадзе-дронăн ванчăкӗсене тытса чарса мирлӗ çынсен пурнăçне упраса хăварнă.
-
Татарстан занимает шестое место по объему инвестиций в ВРП среди регионов России
Члены Комитета по экономике, инвестициям и предпринимательству Государственного Совета РТ на выездном заседании рассмотрели контрольный вопрос «О мерах по привлечению инвестиций, в том числе путем взаимодействия бизнеса и органов государственной власти. Развитие промышленных площадок в Республике Татарстан».
-
Китай делегацийӗ ыйтнипе «РОСТКИ» форум тепӗр çул август уйăхӗнче иртет
Китайсен ыйтăвне тивӗçтерсе ТР Раисӗ Рустам Минниханов форума августăн 18-19-мӗшӗсене куçарни пирки постановление алă пусса çирӗплетнӗ. «Август уйăхӗ вӗсене пур енӗпе те тивӗçтерет, пӗрремӗшӗнчен çанталăкӗпе тата саккăр цифрăна юратаççӗ китайсем, август саккăрмӗш уйăх-çке. Ăнăçупа пуянлăх палли теççӗ саккăр пирки», — çӗнӗ хыпар пӗлтерчӗ ноябрӗн 17-мӗшӗнче «Татар-информ» ИАра Росткин пӗтӗмлетӗвӗсемпе иртнӗ пресс-конференцире ТР Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи Талия Минуллина.